Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Анат Чаткас

Анат Чаткасси

Мӗн авал ку вырӑнта ял пулман. Ял вырӑнӗнче йӑлтах шур пулнӑ, хӑмӑш ӳснӗ. Кайӑк-кӑвакал, тӑрна пулнӑ.
Ял пуҫласа яракансем килсе пӑхса ҫӳресе кайнӑ. Вӗсем ытларах ҫурҫӗр енчен килнӗ, пӑхса килнӗ. Кунта йывӑҫсем те ӳснӗ. Шурта текерлӗксем пулнӑ,чакаксем. Мишерсем чакаксене ят панине шута илсе ялне Чаткасси тенӗ, Чакаккасси пулать ӗнтӗ вӑл.
Малтан кунтан 3 ҫухрӑм кӑнтӑралла вырнаҫса ларнӑ. Ял хӑш вӑхӑтра, миҫе ҫӗр ҫул кайалла пулни ҫинчен калама пултараймасть. Ик ҫӗр-виҫ ҫӗр ҫулсем пулнӑ та ӗнтӗ. Малтан ял пулнӑ вырӑн Йӑлӑм, Ҫурт хушши ятлӑ. Икӗ ҫырма хушшинче пулнӑ.
Тутар ҫывӑх пулнӑ, юнашар 2-3 ҫухрӑмра пулнӑ, обижать тунӑ чӑвашсене. Выльӑх, лаша вӑрланӑ вӗсем. Тутарсемпе начартарах пурӑннӑ. Вӗсем начальниксем пек тыткаланӑ хӑйсене. Ҫавна пула вӑл ҫырантан куҫса ларна хальхи ҫӗре. Кунта ялтан кӑшт кӑнтӑралла кӳлӗ пур, йӗри-тавра йалтах шӑлан ӳссе ларнӑ.

1984 ҫ. Шӑмӑршӑ р-чи Анат Чаткасра Т.А.Ильинран П.П.Фокин ҫырса илнӗ. - ЧПГӐИ ӐА, III, 872, 6780, 98-99 с.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Dzod тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-31 09:10:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2991 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем