Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Александр Кӑлкан

Кӑлкан Александр Дмитриевич (чӑн хушамачӗ: Антонов) — чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ. 1911 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи Ҫӗн Мертлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1940 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ. 1945 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хисем палли» орденне тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче тата педагогика институтӗнче, Мускаври литература аслӑ курсӗнче пӗлӳ илнӗ. Ачасене шкулта вӗрентнӗ.

Шупашкара килсен, 1935 ҫулта ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Хатӗр пул» журналӑн редакторӗ пулнӑ. «Пионер сасси» хаҫат редакциӗнче ӗҫленӗ. Ӳнер управлениӗнче вӑй хунӑ.

Ӗҫӗсем

Вӑл сӑвӑсем, юптарусем, пьесӑсем ҫырнӑ. «Алим», «Анисса», «Авлантарчӗҫ», «Маргарита тавӑрать» тата ытти пьесӑсен пӗлтерӗшӗ халӗ те чакман.

Александр Калкан ҫавӑн пекех нумай куҫарнӑ. Ҫав шутра В. Шекспир, А. Островский, Н. Гоголь, Н. Погодин тата ыттисен пьесисем те пур.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекесем:

  • «Аниса» (1936);
  • «Хаклӑ парне» (1951);
  • «Сар Иван» (1956, 1959);
  • «Юптарусем» (1959).

Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем:

  • «Басни» (Юптарусем, 1966);
  • «Лето красное» (Хитре ҫу);

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Хв. Агивер. Ырӑ пӗлӗш, аслӑ ӑрури юлташ // Хв. Агивер. Илем тӗкӗрӗ. — Шупашкар, 1991. — 52–56 с.
  • Н. Григорьев. Александр Кӑлкан — юптаруҫӑ // Н. Г. Григорьев. Пархатарлӑ сӑнар, сӑнарлӑ чӗлхе — Шупашкар, 1990. — 49–58 с.
  • В. Давыдов–Анатри. Манми юлташӑмӑр, Кӑлкан: асаилӳ // Ялав. — 1999, 7№. — 84–85 с.
  • Н. Дедушкин. Паллӑ драматург, сӑвӑҫ // Н. Дедушкин. Пурнӑҫ илемӗпе хавхаланса — Шупашкар, 1988. — 115–120 с.
  • Н. Дедушкин. Поэт, драматург, юптаруҫӑ // Н. Дедушкин. Кунҫул уттипе — Шупашкар, 1975. — 210–220 с.
  • В. Канюков. Нумай енлӗ пултарулӑх // Тӑван Атӑл. — 1981, 12№ — 72–73 с.
  • Н. Леонтьев. А.Д. Кӑлкан // Тӑван Атӑл. — 1971, 12№. — 58–61 с.
  • E. Никитин. Паян та асрах // Ялав. — 1991, 12№. — 10–11 с.


 
Категорисем: Александр Кӑлкан
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-12-26 22:47:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18802 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем