Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксаков Анатолий Генадьевич

Аксаков Анатолий Генадьевич, — политик, Раҫҫей патшалах Думин депутачӗ, экономика ӑҫлӑлӑхӗсен тухтарӗ, доцент.

II степеньлӗ «Тӑван Ҫӗршывшӑн тарӑшнишӗн» медале, «Аслӑ Пётр хисеп палли» орденне, «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

1957 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗн Кумертау районӗнчи Ермолаево посёлокӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулта вӑтам шкула пӗтернӗ.

1984-1986 ҫулсенче Чӑваш Реуспубликин патшалах канаш депутачӗ пулнӑ.

1997-2000 ҫулсенче Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, Чӑваш Енӗн экономика министрӗ пулнӑ.

1999 ҫултанпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗ.

2004 ҫултанпа — Шупашкарти пӗр мандатлӑ суйлав огругӗнчен тӑваттӑмӗш йыхраври Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалах Думин депутачӗ, кредитлӑ организацисен тата финанс пасарӗсен Комитет председателӗн ҫумӗ.

Сайт

www.aksakov.ru — А. Аксаков сайчӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-20 20:50:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3761 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем