Кипеч Анатолий Ильич (чӑн хушамачӗ Ефимов) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ. 1937 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмакара ҫуралнӑ.
1998 ҫултанпа РФ ҪП членӗ. 1976 ҫултанпа педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1977 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.
Канаш педагогика училищинче, Чӑваш педагогика институтӗнче, СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗсенче пӗлӳ илнӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче философи кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлет.
Анатолий Кипеч «Ӗмӗр сакки сарлака», «Телей», «Уяр» юрӑсен сӑввисене ҫырнӑ.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |