Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫунса шӑтнӑ чӗре (Николай Карай)

"Чӗрӳ сивӗ", - упкелен
Пӗрле чух пӗрмай мана.
Мана мӗн йӑлӑхиччен
Пӑхӑнтартӑн эс хӑвна.

Пӑхӑнтарнӑ ҫем чӗре
Саншӑн ҫунчӗ ҫав тери.
Ҫунса шӑтнӑ чӗрере
Ӑҫтан пултӑр-ха вӗри.

Шӳтлӗ сӑвӑ, Николай Карай


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 14:45:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2783 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org