Ҫеҫпӗл Мишшине эпир ытларах сӑвӑҫ пек пӗлетпӗр. Унӑн прозӑласа ҫырнӑ хайлавӗсем те пур. Тӗслӗхрен, 1918 ҫул пуҫламӑшӗнче «Хыпар» хаҫатра сӑвӑҫӑн «Ҫапла пулӑшатпӑр-и?» тата «Пирӗн вӑй» ятлӑ статйисем пичетленеҫҫӗ. 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 5(18)-мӗшӗнче ҫав хаҫатрах («Чӑваш пурнӑҫӗ» ярӑмра) Ҫеҫпӗлӗн тепӗр хыпарӗ кун ҫути курнӑ. Унта вӑл хӑй Хусантан Шӑхран (хальхи Канаш хулин малтанхи ячӗ) станцине ҫитни, унта чӑваш салтакӗсемпе пӗрле калаҫса ларни ҫинчен хыпарлать. «Пит те тӗлӗнсе эпӗ савӑнтӑм чӑваш тӑванӑмӑрсем ҫине пӑхса, — хавхаланса пӗлтерет Касаккасси каччи, — ӗлӗк ҫакӑн пек станцисенче чӑвашсен сассисем илтӗнместчӗҫ, вӑрттӑн анчах кӗтессенче пӗр-пӗринпе пӑшӑлтататчӗҫ. Халӗ пит аван хамӑр чӗлхепе калаҫса савӑнса кулкалаҫҫӗ».
Ҫеҫпӗл ҫав салтаксене чӑваш хаҫачӗн тӑватӑ номерне вуласа парать, чӑвашла утмӑл кӗнеке сутать.
«Ҫапла пулӑшатӑр-и?» ятлӑ статьяра Ҫеҫпӗлӗн сӑнар тӑвас ӑсталӑхӗ уҫӑмлах паллӑ. Малтан вӑл йывӑр саманан тӗп палли — выҫлӑх аптратни — ҫинчен асӑнса илет, унтан Шӗкӗр ялӗнче хӑй илтнӗ калаҫусене ҫырса кӑтартать: «Ҫамрӑксем улахсенче, ваттисем те халӑх ҫинче калаҫаҫҫӗ:
— Вӑрҫӑра салтаксем кунне ҫуршар кӗрпенке анчах ҫиеҫҫӗ. Хуласенче ҫимӗҫ ҫук! — теҫҫӗ.
Кӑрчамасем ӗҫсе ларнӑ чух та кӑна ҫӑвартан пӑрахмаҫҫӗ. Пӗр-пӗр ҫамрӑк салтак арӑмӗ те ӗҫкӗре кукӑркаланса:
— Юлташӑм хӑҫан таврӑнӗ-ши, выҫӑ вилмесен юрӗччӗ! — тесе юрлать».
Малалла автор Шӗкӗр ҫыннисем хӑйсен мӑкаҫей тыррине (халӑхран вӑрлӑх валли пухнӑ тырра) выҫӑ салтаксем валли илсе каясран хӑраса килрен киле валеҫсе тухни ҫинчен пӗлтерет. Тырӑ валеҫсе ӑшӗсене хыптарнӑскерсем сӗлӗ сутса сӑра илеҫҫӗ те «ҫӗрӗпех янраса, кӑшкӑрса лараҫҫӗ» иккен.
Малалли ӳкерчӗк татах та витӗмлӗрех: «Пуянни те, чухӑнни те ӗҫкӗ тӑвать. Тӑлӑпли те ӗҫет, ҫӗлӗкӗ тӑрри ҫӗтӗкки те кая юлмасть, ҫын сиккипех сикес тет. Ҫӗрле урамра яшсемпе чупакан, упӑшкасӑр ача тунӑ салтак арӑмӗсен, ӳсӗрсен юрри ыйӑхлӑ ял тӑрӑх ян ярать, аякра, ял вӗҫӗнче, тӳпелешсе хаяррӑн шуйӑхни илтӗнет».
Малалла автор хирӗҫле сӑнар калӑплать, нӳрлӗ окопсенчи выҫӑ салтаксем ҫинчен каласа парать. «Киле килме тухнӑ салтаксем выҫӑ вилеҫҫӗ; хуласенче пирӗн пек чунлӑ ҫынсемех выҫӑпа вӑйран кайнӑ, ачасем ӗсӗклесе йӗрсе улаҫҫӗ...» — хирӗҫле ӳкерчӗк тӑвать автор. Унтан вӑл каллех Шӗкӗр ялне сӑнлать. «Ватти-ҫамрӑккисем ӳсӗрӗлсе: «Кӑрчама тӑвакана турӑ сывлӑх патӑр», — тесе юрра яраҫҫӗ».
Вӗҫӗнче ҫыравҫӑ риторикӑн ыйту мелӗпе усӑ курса вулавҫӑран ҫапла ыйтать: «Савнӑ чӑваш, ҫапла пулӑшатӑн-и эсӗ выҫӑ вилекен тӑвануна?.. Ывӑлу ҫӑкӑр ыйтсан чул анчах паратӑн-и?» Юлашкинчен чунӗ кӳтсе ҫитнӗрен вӑл ҫапла тарӑхса калать: «Эх, выҫҫа тутти мар, выҫҫи анчах паллать пуль!»
«Пирӗн вӑй» статьяра Ҫеҫпӗл чӑваша ытти халӑхсем мӑшкӑл ан кӑтартчӑр тесен мӗн-мӗн тумалли пирки шухӑша путать. Чӑваш тӗп хысни (хальхилле — казначейство) тусан чӑвашсем влаҫа хӑйсен аллине илессе шанать вӑл. Малалла каллех ҫав «мӑшкӑлу мотивӗ» палӑрать: «Пирӗн тӗттӗм пӳртсене те вӗренӳн ҫути кӗрсе ҫутатса ярӗ. Вырӑс-мӗн мӑшкӑлласан ҫӗлӗке пусса лартса, пуҫа чиксе чӗлхесӗр выльӑх пек сӑмахсӑр пулмӑпӑр...» Тепӗр тӑватӑ предложенирен каллех ҫав кӗвӗллӗ сӑмахсем тӗл пулаҫҫӗ: «Кирек ӑҫта тухсан та чӑваш тӑлӑххӑн, мӗскӗннӗн хӑраса ҫӳремӗ. Тин вара ҫунса, ялкӑшса чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ тухӗ те Чӑваш ҫӗрне, нумай асап курнӑ ҫӗре, хӑй ҫуттипе ачашласа, ҫутатса ярӗ!..»
«Пирӗн вӑй» статья, тӗрссие каласан, чӑваш интелегенцийӗн революции вӑхӑтӗнчи программӑлла манифесчӗ вырӑнне пулнӑ.
Тутарсем ун чухне уйрӑм ҫар, хӑйсен тӳре-шарине тӑвасшӑн ҫуннӑ, наци республики йӗркелеме ӗмӗтленнӗ. Чӑвашсен мал ӗмӗтлӗ еннех туртӑннӑ. «Кун пек кутсӑр-пуҫсӑр саманара, пӗтӗм вырӑс халӑхӗ урса кайнӑ чух, пирӗн чӑвашсен хамӑр юратнӑ пуҫлӑхсенчен чӑваш тӳре-шари тусан, питӗ аван пулӗччӗ, — чӑваш ӗмӗтне палӑртать Ҫеҫпӗл Мишши. — Вырӑс кӑларнӑ йӗркепе мар, хамӑр килӗшекен йӗркепе пурӑнасчӗ. Вырӑссем халь хамӑр укҫанах пире кирлӗ ҫӗре парасшӑн маар пулсан, пирӗн чӑвашӑн куланай укҫине вырӑс аллине ӑсатас марчӗ те, хамӑр пӗлнӗ пек, вырӑссенчен ыйтамасӑр, усӑллӑ ҫӗре ярасчӗ. Чӑваш пулкки (полкӗ. — ВР.) тӑвасчӗ».
Вӗсене (Тӗп Хыснана, полка) тытса тӑма кашни чӑвашран пӗрер тенкӗшер те пулни куланай (хырӑҫ) пуҫтарма сӗнет поэт. Вара ирӗклӗ чӑвашсем кӑткӑсем пек тӑрӑшса та канлӗн ӗҫлӗҫ, шкулпа чиркӳре те, хулапа ялта та чӑваш чӗлхи янӑраса канна тӑрӗ тесе ӗмӗтленет Ҫеҫпӗл Мишши.
Хайлава Ҫеҫпӗл ҫичӗ сыпӑка пайланӑ. Вӑл кино сценарийӗ пекрех монтажлӑ пулса тухнӑ. Кашни сыпӑк уйрӑм кадрсен ушкӑнне аса илтерет. Ҫакна хайлав пуҫламӑшӗнчех туйса илме пулать: «Йӗри-тавра сӗм вӑрман. Ҫил улать, йӗрет. Вӑрман хӗрринчи сӑрт ҫинче ватӑ юман хаяррӑн шатӑртатса ларать; сӑрт айӗнче ҫырма хӗрринче пӗчӗк лаҫсем сапӑнса ларнӑ. Ухилле мучи кил картине ҫӳллӗ хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ; кил варринче пӗчӗк чӳречесемлӗ хура пӳрт ларать».
Ҫыравҫӑ кунта чӑвашӑн ӗмӗртен-ӗмӗре куҫса пынӑ мифологилле тӗнчине ӳкерсе кӑтартнӑ. Хайлав ятӗнче палӑртнӑ вӑрман ачисем — сӑрт айӗнчи ҫырма хӗрринче пурӑнакан чӑвашсем. Вӗсем ку таранччен сӑрт ҫинчи киремет хӳттинче пурӑннӑ, халӗ вара ӑна мана пуҫланӑ иккен. Ҫакна эпир автор ватӑ Ухилле шухӑшне каласа панинчен пӗлетпӗр: «Эх, самана, самана, ваттисен йӑлине пӑраха пуҫларӗҫ. Эй, авал халӑх карласа кашни ҫӗн уйӑхӑн ватӑ юман патне пуҫтарӑнатчӗ, халь ҫулталӑкра пӗр-иккӗ пуҫтарӑнкалаҫҫӗ. Манчӗҫ сана, аслӑ Киремет, манчӗҫ!»
Чӑваш хӑй тӗнчинче хӑйне тӗреклӗ те ҫирӗп туйнӑ. Ҫакна автор Ҫӑлтӑр (ку ята вӗҫсӗрлӗхӗн, Пысӑк Вӑхӑтӑн, пӗтӗмӗшле каласан, Космосӑн символӗ тесе ӑнланмалла) ятлӑ каччӑ юрланӑ юрӑ урлӑ та систерет:
Э-э-эй! Авал паттӑр Атӑл пулнӑ тет... Маттур паттӑр Атӑл пулнӑ тет... Ашшӗ пулнӑ тет Э-э-эй! Ырӑ киремет.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |