Валерий Алексин: Кинодкумент сӑмахпа каланинчен ытларах ӗнентерет
Валерий Алексин02.02.2025 20:0288 хут пӑхнӑ
Искусство тата вӑхӑт
Мускаври «Центрнаучфильм» киностуди ӳкернӗ «Дело его жизни» документлӑ фильма иртнӗ ӗмӗрӗн 70–80 ҫулӗсенче ҫӗршыври кинотеатрсемпе клубсенче час-часах кӑтартнӑ, аслӑ тата вӑтам шкулсенче усӑ курма ун копийӗсене ансӑр пленка ҫине куҫарнӑ. Педагогика ветеранӗсен тӗлпулӑвӗсенче, юбилей каҫӗсенче те ӑна хапӑл тусах ҫавӑрттарнӑ. 20 минута пыракан картинӑна чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ, унта Иван Яковлев пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрсене, вӑл тунӑ ӗҫсен историлле пӗлтерӗшне кӗскен те витӗмлӗн уҫса кӑтартнӑ.
Чӑваш педагогика университетӗнчи Иван Яковлевӑн музейӗн заведующийӗ Мария Илларионова тата Вагиз Гималиев доцент нумай ҫул иртсен ҫак фильма мӗнле ӳкерни ҫинчен «Вестник ЧГПУ» журналта (2019, 1 №) ҫырса кӑтартнӑ. Унта тӗпрен илсен ҫакна палӑртнӑ: Х1Х – ХХ ӗмӗрсенчи Раҫҫейре анлӑ сарӑлнӑ ҫутлӑх идейисене тата Иван Яковлевич кун-ҫулне кино чӗлхипе уҫса кӑтартма ҫӑмӑл пулман, анчах Давид Дубинский режиссер ертсе пынӑ пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Статьяра паллӑ кинодокументалист пуҫламӑш хут Шупашкара килсен чӑваш историкӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу мӗнле иртнине, консультант пулса ӑна камсем пулӑшнине, фильм ячӗ мӗнле тупӑннине, малтанхи куракансем кинолентӑна епле хакланине, архивпа музейри документсене ӳкернине тата эпир халиччен пӗлсех кайман фактсене илсе кӑтарнӑ.
Паллах, фильма ӳкернӗ чух кӑсӑк самантсем татах пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен пире Мускавра пурӑнакан Дмитрий Минченок сценарист тата драматург каласа пачӗ. Вӑл Давид Дубинскин кӗрӳшӗ, режиссерӑн килӗнчи архивӗ ун аллине куҫнӑ, унта ҫӳлерех асӑннӑ документлӑ фильма ӳкернӗ чухнехи паха материал сыхланса юлнӑ. «Манӑн чӑвашсене ҫутта калараканӑн пурнӑҫне тӗпченӗ ӗҫсене хӑш-пӗр фактсемпе пуянлатас килет, – терӗ Дмитрий Анатольевич калаҫӑва пуҫласа ярас умӗн. – Акӑ Иван Яковлева халалланӑ монографи, ун страницисен хушшинче фильм сценарийӗн малтанхи сыпӑкӗсем упранаҫҫӗ. Укернӗ фильма студире сӳтсе явнӑ чух стенограмма туса пынӑ, вӑл та архивра пур. Шел, вӑхӑт нумай иртнипе вӑл хӑйӗн пахалӑхне самай ҫухатнӑ, ӑна ҫӗнетме нумай аппаланас пулать. Иван Яковлев бюсчӗ, Элли Юрьев художник хатӗрленӗ эскизсем тата фильма ӳкернӗ чухнехи фотографисем те кунта. Шырасан-шырасан, тен, тата мӗн те пулин сиксе тухӗ… Давид Эммануилович мана Иван Яковлевич пурнӑҫне сӑнласа паракан фильма мӗнле ӳкерни ҫинчен нумай каласа пачӗ, унтанпа вӑхӑт самай иртрӗ, шел, калаҫнӑ самантсем ман асра туллин упранса юлайман.
…Давид Эммануилович мана пӗрре ҫапла каларӗ: «Халӗ пурӑнакан хваттере эпӗ Иван Яковлев «пулӑшнипе» илтӗм». Хуньӑм шӳтлет пулӗ тенӗччӗ, анчах апла мар иккен. «Дело его жизни» картинӑна Чӑваш республикинче хапӑлласа кӗтсе илнӗ, халӑха вӑл килӗшнӗ. Режиссера «Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ, сценаришӗн тата режиссурӑшӑн панӑ гонорарпа тата премипе вӑл коперативлӑ хваттер туянма пултарнӑ. Госкинора ҫӗнӗ фильма пӗрисем мухтанӑ, теприсем уйрӑм сеанс туса халӑха кӑтартма кӗскерех пулнишӗн ӳпкеленӗ, кинотеатрсенче ӑна киножурнал вырӑнне ҫавӑрттарнӑ.
Малтанхи утӑмсем
Сценари авторӗпе режиссер фильма ӳкерме хӑҫан тӗллев тытнӑ? Кун пирки Давид Дубинский хӑйӗн кӗрӳшне час-часах каласа панӑ. 1967 ҫулта унӑн кӗҫӗн хӗрӗ Оля, Дмитрий Анатольевичӑн пулас мӑшӑрӗ,* ҫуралнӑ-ҫке. «Пӗчӗк тӗпренчӗкӗм ҫут тӗнчене килсен эпӗ савӑннипе ниҫта кайса кӗме пӗлместӗм, – аса илнӗ режиссер. – Ҫак тапхӑрта В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитсе пыни пирки калаҫма пуҫларӗҫ. Яковлев хӑйӗн букварьне тепӗр ҫул ноябрь уйӑхӗнче пичете янӑ, ҫавна май чӑваш ҫырулӑхӗ пӗр ӗмӗр тултарнине уявлассине те ҫав ҫулсенче сӳтсе яватчӗҫ…»
1969 ҫулхи январь уйӑхӗнче Давид Дубинский «Центрнаучфильм» студийӗн Художество советӗнче тухса калаҫнӑ. Фильмӑн тӗп шухӑшне вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Халӑх ҫырулӑхне тунӑ чухне чӗлхери сасӑсен символӗсене палӑртса тухаҫҫӗ, вӗсене лайӑх тӗрӗслесе ҫирӗплетеҫҫӗ, ку капашсӑр пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Халӑха ӑс-хакӑл парнелени мар-и ҫакӑ? Сӑмахлӑх – тӗлӗк евӗрлӗ япала, вӑл ҫынсен ӑс-пуҫӗнче ҫуралать те тепӗртакран манӑҫа тухма пултарать. Ҫырулӑх пулсан халӑх ӑсӗ, ун пултарулӑхӗ ним йӗр хӑвармасӑр ҫухалмасть. Ҫав йӗр ҫине ытти ӑрури ҫынсем тухаҫҫӗ, вӗсем ашшӗсем каласа хӑварнине хӑйсен шухӑшӗпе вӑйлатса тепӗр ӑрӑва парса хӑварма пултараҫҫӗ… Ҫырулӑх ҫулӗ ҫине маларах тухнӑ халӑхсене хӑш чух ҫакӑ килӗшмест. Православи Синочӗ пуҫламӑш тапхӑрта чӑваш просветителӗ тӑвакан ӗҫсене ырламанни ахальтен пулман. Ҫакна палӑртас тӗллевпе Яковлевпа Палладий епископ тавлашнине сценарие кӗртрӗм. Калас пулать, ун чухне Яковлева миссионер тесе калама юраман, анчах ун чиркӳ бюрократине хирӗҫ кӗрешме тивни ҫинчен сӑмах пуҫарсан хирӗҫлекен пулмарӗ».
Чи кирли – кинохроника
Чӑваш ҫӗршывӗ Давид Дубинскишӗн курман-илтмен кӗтес пулман, ҫакӑ та ӑна фильм сценарине тематика планне кӗрттерессишӗн кӑштах «ӑшталанма» хистенӗ. Вӑл 1907 ҫулта Мозырь хулинче ҫуралнӑ. Граждан вӑрҫи пуҫлансан Дубинскисем Кострома кӗпӗрнине пурӑнма куҫнӑ. Тепӗртакран ун ашшӗ, тимӗртен тӗрлӗ япаласем туса кӑларакан мастерскойсенче ӗҫлесе пурӑннӑскер, Улатӑрти пӑравус деповӗнче ӗҫ тупнӑ. Давид 1925 ҫулта икӗ сыпӑклӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1929 ҫулта ҫамрӑк специалиста комсомол путевкипе Ульяновскри строительство техникумне историпе политэкономи предмечӗсене вӗрентме янӑ. Ҫак тапхӑрта пиччӗшӗ ӑна Надежда Крупскаяпа паллаштарать. Малалли ҫул ун умӗнче тӗлӗнмелле хӑвӑрт уҫӑлса пынине ҫакӑнпа ӑнлантарма пулать.1931 ҫулта ӑна Мускава куҫараҫҫӗ, «Союзкино» фабрикӑна политредактор (цензор) пулса ӗҫлеме вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫулталӑкран вӑл «Техфильм» («Центрнаучфильм») студире тӗп редактор пулса тӑрать, режиссер ӗҫне явӑҫать, И.С. Максимов-Кошкинский режиссер тата сценарист рекомендацийӗпе ӑна кинофотоӗҫченӗсен професси союзне илеҫҫӗ.
Дмитрий Минченок каланӑ тӑрӑх, «Дело его жизни» фильма ӳкерме икӗ ҫул хатӗрленнӗ. Унта кӑтартмалли материал сахалли пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Чи кирли – кинохроника. Давид Эммануилович Хусанта вӗреннӗ чухне Иван Яковлева экран ҫинче курнӑ**, ҫав кадрсене архивра тупсан вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ: фильм пулать.
«Шупашкара киноэкспедиципе киличчен вӑл Элли Юрьев художникпа паллашнӑ. Давид Эммануилович архивӗнче вӑл туса панӑ эскизсем халӗ те упранаҫҫӗ, – малалла каласа пачӗ Дмитрий Анатольевич. – Режиссер ыйтнипе вӑл Илья Ульяновпа Иван Яковлева, Мускав, Петербург Хусан, Чӗмпӗр, Улатӑр хулисене сӑнарласа панӑ, хроника ҫитменнипе фильма ӳкерчӗксем кӗртсе ярасшӑн пулнӑ. «Элли Михайловича эпӗ ҫапла каларӑм: мана сюжетлӑ ҫӗр ытла ӳкерчӗк кирлӗ, – аса илетчӗ хуньӑм. – Сехете пыракан документлӑ фильмра пысӑк ӑсталӑхпа тунӑ ӳкерчӗксем ытлашши пулмӗҫ. Анчах графика ӑсти ҫав ӳкерчӗксене палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне туса ҫитереймерӗ. Студире те лару-тӑру улшӑнчӗ: пире виҫӗ пайлӑ (ҫур сехете пыракан) фильм монтажласа пама хушаҫҫӗ. Кун пек формата прокатчиксем килӗштермеҫҫӗ, фильма сеанс умӗн киножурнал пек туса кӑтартма май килмест. Ирӗксӗрех икӗ пайлӑ (ҫирӗм минута пыракан) фильм пирки шутлама пуҫларӑм».
Режиссерӑн Мускаври хваттерне хатӗр ӳкерчӗксене сӳтсе явма Элли Юрьев час-часах пырса ҫӳренӗ. Вӗсем акӑ мӗнле шухӑш патне пырса тухнӑ: художникӑн вырӑс чӗлхин алфавитне ӳкерсе памалла, унтах чӑваш чӗлхинче тӳрре килекен сасӑсене лартса тухмалла, унтах чӑваш алфавитӗнчи ҫӗнӗ сасӑсене палӑртмалла. Ҫапла «алфавит темине» кӗскен, анчах витӗмлӗн ӳҫса памалли май тупнӑ. Фильмра чӑваш мифологийӗ ҫинчен каласа хӑварсан та аванччӗ, анчах ӳкерчӗк ҫине ӳкерчӗк парса пыни вырӑнлӑ пулӗ-ши? Хроника ҫитменнине акӑ мӗнпе саплаштарма пулать: пӑрахут ҫинчен Атӑл ҫыранӗсене, шывра чӳхенекен ҫуртсемпе чиркӳ тӑррисен ӗмӗлкисене ӳкермелле. Тата тепӗр шухӑш: ҫак кадрсемпе «витӗнсе» Православи кӗнекисене чӑвашла куҫарни пирки каласа хӑварма пулать. Ним те тӑваймӑн, ҫак ӗҫе кӑштах хурласа илме тивет.
«Палӑкне» хамӑрах лартрӑмӑр»
Режиссер ҫырса пынинче ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Фильм вӗҫӗнче Аслӑ вӗрентекен халӑх асӗнче ӗмӗрех пурӑннине кӑтартма шутларӑм. Эппин ун палӑкне ӳкерсе илмелле! Вӑл пысӑк та мӑнаҫлӑ, ун патӗнчен халӑх татӑлмасть. Анчах Республикӑн тӗп хулинче И.Я. Яковлев монументне халиччен те лартайман иккен.***
Миша кинооператор шучӗпе, урӑх ним те шутласа кӑлармасан фильм вӗҫӗ «йӑваш» пулса тухать (вӑл ман шухӑша темле майпа вулама вӗреннӗ пулмалла). Эпӗ тӗлӗннӗ пек пулса пуҫа сулкаласа илтӗм те хамӑрпа илсе килнӗ кино хатӗрӗсен ешчӗкӗсене машинӑран кӑларса лартма хушрӑм. Институт музейӗнчен пысӑках мар скульптура илсе тухма ирӗк пачӗҫ. Акӑ сана «палӑк». Ӳкер кӑна. Ӑнсӑртран ҫилпе тайӑлса ан ӳктӗр тата. Трансфокатор текен объективпа «палӑк» кӳлепине аякран ӳкерме пуҫламалла та просветитель сӑнне майӗпен пысӑклатса-пысӑклатса пымалла. Ҫак кадрпа темӗнччен аппалантӑмӑр, «палӑка» мӑнаҫлӑн курӑнакан турӑмӑр. Фильма Шупашкарта пӗрремӗш хут кӑтартсан куракансем пыра-пыра ыйтатчӗҫ: «Шупашкарта кун пек палӑк хӑҫан уҫнӑ?»
Кино ҫавӑн пек искусство: куракана вӑл сӑмахпа каласа мар, калас тенине кӑтартса панипе ӗнентерет.
Пӗлтерӗшлӗ ытти ӗҫсем
Давид Дубинский тата мӗнле картинӑсемпе кино историне кӗрсе юлнӑ-ха? 1940 ҫулта ҫамрӑк режиссер Грузири Гори хулинче «По Сталинским местам» биографилле фильм ӳкернӗ, унта Иосиф Сталинӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑк ҫулӗсене сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫак темӑна уҫса пама мӗншӗн ӑна хушнӑ-ха? Кунта малтан паллӑ революционера, СССР халӑх комиссарне Лазарь Кагановича аса илни выранлӑ. Вӑл хайӗн икӗ сыпӑкри шӑллӗне «ҫулпуҫпа» паллаштарнӑ. «Мӗнех, ӳкертӗр, – хирӗҫлемен лешӗ. – Шанчӑклӑ ача: студири комсомол организацине ертсе пырать, ҫамрӑк коммунист». Фильма Мускаври «Ударник» кинотеатрта пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Куракансем хушшинче «халӑхсен ашшӗ» хӑй ларнӑ. Фильм Сталина тӗпрен илсен килӗшнӗ пулин те проката кӑларас умӗн ӑна чылай кӗскетнӗ.****
1963 ҫулта Давид Дубинские «Плодородие без почв» фильмшӑн М.В. Ломоносов премине панӑ. Ҫак картинӑна Никита Хрущев килӗштернӗ. Унта тонни-тоннипе пысӑк пахалӑхлӑ, йӳнӗ пахчаҫимӗҫ тата ытти культурӑсем ҫитӗнтерме май тупнӑ новаторсем пирки каласа панӑ.
«Дело его жизни» фильм хыҫҫӑн режиссер Илья Ульяновпа унӑн ҫемйи ҫинчен пысӑк фильм ӳкерме шут тытнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула ӗмӗтне пурнӑҫлама май килмен.
Педагогика наукисен докторӗ Николай Краснов профессор (1932 - 2020) «Дело его жизни» фильмра наука консультанчӗ пулнӑ.***** 2015-мӗш ҫулта вӑл пире Дубинский пирки ҫапла каласа панӑччӗ:
– Давид Эммануилович уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ, ҫакӑншӑн ӑна тӳрех хисеплеме пуҫларӑмӑр. Вал хамӑр ентешех иккен, ун ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗн пӗр пайӗ Улатӑр хулинче иртнӗ. Иван Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗле паллаштаракан кӗнекесемпе статьясенчен нумайӑшне вӑл вуланӑччӗ ӗнтӗ, пирӗнтен пӗрмай ҫӗнӗ факсем, ҫӗнӗ шухӑшсем пӗлтерессе кӗтетчӗ. Калас пулать, халиччен ун ятне эпир илтсех кайман, вӑл ӳкернӗ фильмсене те курман. Ҫавӑнпа та унран киноискусствона епле майпа пырса кӗни пирки каласа пама ыйтрӑмӑр. Давид Эммануилович малтанах хӑйӗн ачалӑхне аса илчӗ. Пӗчӗк чухнех вӑл куккӑшне, Лазарь Каганович революционера, жандармсем тытса каяссинчен хӑтарнӑ иккен. Патша йыттисем ӑна шыраса пырсан амӑшӗ Давида арча ҫине илсе вырттарнӑ, хайхи революционер унта пытаннӑ пулнӑ. Жандармсем ҫывӑракан пепкене вӑратас темен… Пулни-иртнине малалла каласа панӑ май режиссер Надежда Крупская, Иосиф Сталин, Никита Хрущев, Фидель Кастро тата ытти паллӑ ҫынсен ячӗсене тӑтӑшах асӑнса иртрӗ. Тӗрӗснех каласа панӑ-ши вӑл? Пытарма кирлӗ мар, ҫак асаилӗве пирӗн хушӑра «ытлашши юптарать» тесе шанмасӑр итлесе ларакансем те пулнӑ…
Пурнӑҫ хӑвӑрт улшӑнать. Паян тӗрлӗ асаилӳсемпе энциклопедисене ӳҫса вулатӑн та тӗлӗнсе шухӑшлатӑн: паллӑ ҫынсемпе ҫывӑх пулнишӗн, вӗсем уҫса панӑ ҫул-йӗрпе утнишӗн режиссера мухтани анчах мар, ятлани те пулнӑ. Анчах вӑл тунӑ ӗҫсен шайӗ пирки халӗ никам та хурласа калаҫмасть, мӗншӗн тесен вӑл каланӑ шухӑшсем, вӑл пуҫласа усӑ курнӑ документлӑ киноискусство мелӗсем паян кунччен те кивелмен. Ахальтен мар Давид Дубинские СССРти наукӑпа популярлӑ кинона никӗслекенсенчен пӗрин шутне кӗртнӗ.
Валерий Алексин
Ӳкерчӗксенче: Давид Дубинскй режиссер; Скульптурӑран «палӑк» туса ӳкернӗ самант. Д. Дубинский архивӗнчен.