Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тимӗр Акташ: Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пур!

Тимӗр Акташ12.04.2021 19:186499 хут пӑхнӑ

Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ.

Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе.

1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ. Кайран «аталаннӑ социализм» вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланма пуҫларӗ.

Анчах, 1986 ҫултан пуҫласа Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулӗсенче майӗпен наци юхӑмӗсем ҫӗкленнӗччӗ. Чӑваш хастарӗсем Чӑваш Республикинче Иван Яковлев ячӗллӗ пӗрлӗхе, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2, ЧАП, ЧНК йӗркелерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Майӗпен урамра та чӑвашла калаҫни илтӗнме пуҫланчӗ. Халь нумай чӑвашсем хамӑр тӑван чӗлхепе уҫҫӑн калаҫма вӑтанма пӑрахрӗҫ.

...Хайхи «Folkswagen» ҫумӗнче арҫынпа хӗрарӑм тӑнӑччӗ.

— Ку сирӗн машина мар-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Пирӗн.

— Мана машина ҫинче чӑвашла ҫырни килӗшрӗ. Эсӗ хӑш районтан?

— Шупашкар районӗнчен.

— Хӑш ялтан?

— Мӑн Чакӑр.

— Эсир мӗн ятлӑ?

— Саша.

— Эсир мӗнле профессипе ӗҫлетӗр?

— Сварщик.

— Ӑҫта? Ҫӗнӗ Шупашкарта, е Шупашкарта?

— Кунта та, унта тата.

Питӗ кӑмӑллӑ пӗчӗк калаҫу пулчӗ. Ҫак синчен манӑн ентеше Ҫӗнӗ Шупашкарта пуранакан художника Виктор Артемьева каласа патӑм: «Пур кунта хастар чӑваш патриочӗсем!» — терӗм.

— Пур ҫакӑн пеккисем, анчах ҫакна хирӗҫ тӑракан та нумай!

— Вырӑссем-и?

— Ҫук, вӗсене «простительно». Хамӑр, чӑвашсем!

— Ҫапла, «вырӑсланнӑ» чӑвашсем те ҫакӑн пеккисем пур...

Анчах, тӑван чӗлхене юратакансем нумайрах пуль. Апла, нумайӑшӗ пирӗн хамӑртан килет. Енчен эпир тутарсем, пушкӑртсем, ытти Атӑлпа Урал, Саха-Якути, Ҫӗпӗр, Кавказ, Украина, Беларуҫ, Туркестан, Балти, Молдова ҫыннисем пекех тӑван чӗлхепе калаҫсан, пирӗн чӗлхе пӗтмест!

Тимӗр Акташ.

Шупашкар, 2021, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 1077.37.9691
2021.04.14 19:14
Педагогика мӗнне чухлас пулать Варык. Санран пӗччен нимӗн те килмеҫ. Паян шкул пӗтӗмпех "диктует". Шупашкарта чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе ӳстрмелли ача сачӗсем ҫукки вӑл пусмӑрлӑх палли . Хамӑртан анчах килет тени,каҫарӑр та, тӑр ухмах е чее тӑшман анчах калама пултарать. Хамӑртан тени "кашни пӗччен,уйрӑм" тени пулать. Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем кирлӗ тесен "пӗрле" ӗҫ пулать. Ку вӑл элементарлӑ япала. Арминче те кашни салтак пӗччен анчах пулсан ,милион пулсан та ,ӑна чылай пӗчӗк пӗрлешнӗ ҫар ҫапса аркатать. Варык пеккисен ,килте кӑна тенисен, Шупашкарта чӑваш чӗлхине сарма нимӗнле шанс та ҫук. Варык леш "мӗн чухлӗ чӑваш сахалтарах юлать ҫавӑн чухлӗ юлнисем хаклӑрах пулӗҫ" текелекеннисенчен пӗри пулмалла? Ятарласа чӑвашсене сапалама тунӑ ушкӑнран ?
Микула // 1077.37.9691
2021.04.14 19:32
Ӗлӗкхи пӑлхавсенче халӑх мӗншӗн ҫӗнтерме пултарайман тетӗр. Ҫавӑн пек "килте кӑна","хамӑртан кӑна килет" тесе шутланипе. Анкартинчен тухайман тавракурӑма пула. Килте кӑнапа нимӗнле чӗлхене те сыхласа хвама ҫук. Куратӑр пулӗ "за русский мир" танксене,ҫарсене пиншер километр унталла та кунталла. Варык калать чӑвашсене, "хавшаккисем" пӗтчӗр? Варык калать пӗрле юрамаҫ,кашни хӑйшӗн кӑна пулмалла ? Шутсӑр хӑраҫ пулмалла чӑвашсен тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пуласран. Ун пек пулсан Шупашкарта чӑннипех,суя мероприятисенче анчах мар, чӑвашлӑх туйӑнма пуҫлӗ.
Agabazar // 2395.43.7864
2021.04.14 21:30
Agabazar
Ан сÿпĕлтет, Варык.

Эс ним те çухатман.

Сан патна шалу килсе тăрать. Вырăсла лайăх калаçан. Чăвашла калаçма санран никам та ыйтмасть. Ыйтаççĕ пулсан — çийĕнчех ун пеккисене хăлха чикки паран.

Пурнăç санăн пыл та çу! Ача сачĕсене «шанакакансене» питлени те сана нимле сиен те кÿмест. Апла каланăшăн сана премисем параççĕ, бонус тыттараççĕ. Грант парнелекенсем те пур.
Варык // 1726.84.3785
2021.04.15 09:17
Микула , ан шутла пурте сан пек хавшак тесе.Вĕрен маттур чăваш ачисенчен. Машина çине чăвашла çырса хунă!.Паллах вĕсем ачисене те тăван чĕлхене вĕрентме пултарнă.Микуласем юриех, садикре чăвашла верентесси пулмассине пĕлсех , пире ткамсем килсе хамар ачасене чăвашла вĕрентсе хурассине кĕтсе лартасшăн. Хăрушла суя!.Ан ĕненĕр , ятарласа чĕлхене пĕтерме янăскерсем вĕсем.
Agabazar // 1959.73.4159
2021.04.15 11:23
Agabazar
Ку тĕслĕх пекки халăх урса кайса тăван чĕлхешĕн тапаçланнине пĕлтермест.

Тĕппипех сÿнмен-ха — акă унăн пĕлтерĕшĕ. Унтан ытла мар. Урăхла каласан — хăйне майлă результат.Унашкал результат патне пирĕн пĕрлĕх маларах мĕн туни урлă пынă.

Маларах унашкал ĕç-хĕл пулман пулсан, хальхи результат та пулаяс çукчĕ.

Эпир результата куратпăр, темĕнле хăватлă ĕçхĕле мар.
Микула // 1077.37.9691
2021.04.15 18:34
Варык текеннине халӑх кирлӗ мар пулас ? Пӗр пӗр секта кӑна? Хфилософи унӑн ҫавӑн пекрех курӑнать? Хусан хулинче тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пурри ҫитменлӗх эппин ? Хӑрушӑ япала Варыкшӑн? Чӗлхене пӗтерес тесе ӗнте чӑваш ачисем валли, Конституцине килӗшӳллӗн, ыйтаҫҫӗ ? Варыкӑн вара нимӗнпе мухтанмалли те юлмаҫ Шупашкарти чӑвашсен ачисем чӑвашла калаҫма тытӑнсан.
Agabazar // 1169.52.1402
2021.04.15 19:00
Agabazar
Аха, машшын çине «турра шĕкĕр» çыракансем ачисене те чăваш тунă тит çав.

Анчах та ăçта вĕсем, çав ачасем? Килеççĕ-и кунта, Аçтахар сайтне.

Апла-и, капла-и, анчах та пĕр-пĕр Вĕтуракассинче е Касмантуртапуçĕнче (пирĕн тĕслĕхре — Мăн Чакăр ялĕнче) ачасем чăвашла пĕлме пултарнипе каппайланни кулăшла.

Тавай, кайса тĕрĕслетпĕр çав ачасен чăвашлăх шайĕ чăннипе хăш шайра пулнине! Тĕрĕслемелли ыйтăвăрсене хатĕрлесе хурăр!
Хула ачи // 2431.73.5185
2021.04.29 10:31
Хи-хихик!
Agabazar // 1240.08.7352
2021.04.29 19:06
Agabazar
«Начар» тессине кашнийĕ хăйĕнчен пуçлама тивĕçлĕ. Унсăрăн ĕненместпĕр.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.05.02 20:52
Странное явление как "ЧĂВАШЛĂХ" журналист заметил в двух словах, написанных на заднем стекле автомобиля "Турăпа пĕрле". А название улиц, объявление остановок общественного транспорта на национальном и русском языках не замечается. Ведь ценность языка, певучесть чувашского мышления как раз в билингвизме хорошо замечается. Или всё это уже приелось, что называется? Более того, всё это, очевидно, не ради и не для языка делается... А вот почему и как всё это появляется в сознании?.. Как пробивается из бессознательного в сознание певучие варианты мышления, нужно изучать и находить причину, тогда и сама проблема языка лучше будет решаться.Нужно уметь находить рече-мыслительную сферу культуры, тем более журналистам, а не строить искусственное удивление из-за двух слов.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем