Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Леонид Атлай: Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар

Леонид Атлай16.03.2020 20:436499 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...»

(Н.И. Ашмарин).

Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ.

Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ. Эппин, тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӑлтӑрлӑ Ашмарин каланине никам та урӑх хирӗҫлеме те пултарайман!

Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин — улӑп-тюрколог, чӑваш ӑс-хакӑлӗн тӗпчевҫи, ӑс-хал тивлечӗпе ҫунатланса, нимӗнле нушана парӑнмасӑр тӑрӑшнӑ профессор, ӗмӗрсен «нӳхрепӗнчен» туртса кӑларса хальхи (малаш) чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.

Н.И. Ашмарин Мускаври тухӑҫ чӗлхисен институтӗнче, юлашки курсра вӗреннӗ чухне ун патне темиҫе кунлӑха хӑнана И.Н. Юркин, тӑтӑшах ҫыру ҫӳретнӗскер, килет. Вӑл хӑйӗн аса илӗвӗнче кун пирки ҫапларах ҫырать: «...Мы так подружились и так полюбили друг друга, как никогда прежде. Говорили с ним исключительно по-чувашски. Он хорошо усвоил язык низовых (анатри) чувашей, так что мы не проронили ни одного русского слова, все время говорили или по-чувашски, или по-татарски...» (Ашмарин Н.И. Чувашская народная словесность: Исследования. Автобиография, воспоминания. Письма / Сост. и примеч. В.Г. Родионова. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2003. С.7).

Ҫак малалла эпир илсе кӑтартакан аса илӳпе тепӗр хутчен паллашнӑ тата тӗрлӗ шухӑшсем вӑхӑт инҫетӗшпе (150 ҫул вӗт!!!) тӗлкӗшнӗ май, тӳрех тепӗр хут ҫакнашкал ыйту ҫуралчӗ: Хусанти Ар масарӗнче канӑҫ тупнӑ профессорӑн тӑварлӑ тарӗ чӑвашсен чӑннипех тап-таса ҫынлӑхне (туйса илтӗр пулӗ, сӑмахӑм ун палӑкӗ пирки пырать!) хӑҫан кӑтартӗ-ши?

Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗнчи Н.И. Ашмаринӑн тӗнче шайӗнчи хӑватлӑ утӑмӗсен пур уҫҫи-ҫӑрине те эпир халӗ те туллин уҫса пӗтереймен. Хӑш чухне хамӑрӑн пурнӑҫӑмӑрти чӑн-чӑн Асамҫӑ пек те тухса тӑрать вӑл пирӗн ума. Чӑвашсен Ӑс ахахӗ вӑл вӑхӑтсенче урӑхла ҫул-йӗр суйласа илме те пултарнӑ. Чунри тасалӑха, чӗлхе юратӑвне, халӑхӑн ӑс-хакӑлне такӑр ҫулпа улталаса улӑштарма пултарайман. Тертлӗ, нушаллӑ, ҫити-ҫитми пурнӑҫ та ырми-канми ӗҫлес кӑмӑлне профессорӑн ӗмӗтленнӗ тӗнчинчен ниҫталла та пӑрайман. Унӑн тата вӑл туса ирттернӗ ӗҫсен чӑн-чӑн хакне сӑваплӑ ҫӗнӗ ӗмӗр арки — тата паян эпир пӑлхатнӑ — Чӑваш Ҫамрӑкӗ-Ҫынни — таҫта ҫӳлте вӗҫекен чунне тивӗҫлипе хӑҫан тата епле лӑплантарӗ?

Умӗн кӗскен калани: 1988 ҫулхи майӑн 25-27-мӗшӗсенче Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ Виктор Николаевич (отставкӑри ветеринари службин гварди подполковникӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II ушкӑнри инваличӗ, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ) Совет Союзӗн Министрсен Совечӗн Председателӗ Н.И. Рыжков ячӗпе Мускава ҫыру ҫырса янӑ пулнӑ. Унӑн ал ҫырӑвӗ халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн архивӗнче упранать. Ҫакна эпир чӑвашла куҫарса, хӑш-пӗр интереслӗ сыпӑкӗсене вулакан патне илсе ҫитерес терӗмӗр.

Хӑй вӑхӑтӗнче, хамӑр тӗнчене ялан сарлакан куракан Г.Н. Желтухин паллӑ ҫыравҫӑ тӑрӑшнипе вӑл «Тӑван Атӑл» журналта та пичетленнӗччӗ (2004. № 6, 63-66 с.):

Леонид Атлай

 

Николай Иванович Ашмаринӑн хӗрӗпе ывӑлӗн ҫырӑвӗ

Сирӗн пата Наука Академийӗн член-корреспонденчӗн, тюркологи докторӗн, Николай Иванович Ашмаринӑн хӗрӗпе ывӑлӗ, Надежда Николаевнӑпа Виктор Николаевич (тӗрӗссипе ҫак ҫырӑва Виктор Николаевич кӑна ҫырнӑ — Л.П.) ҫыраҫҫӗ. Атте 1933 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗнче (Хусанта) сыпной тифпа чирлесе вилчӗ. Сывлӑхӗ ахаль те самаях хавшаса ҫитнӗ пирки 1932-1933 ҫулсенче сивӗ хӗл унӑн чирне тата та шаларах ячӗ.

1921 ҫултах аттепе анне холерӑпа чирленӗччӗ. Ҫемьере пирӗн 9 ача пулнӑ. Пире чирлеттерес мар тата выҫӑ вӗлерес мар тесе аттепе анне чунтан тӑрӑшнӑ.

Анне 5-ре чухнех хӑр тӑлӑха тӑрса юлнӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫемьере унӑн 7 ҫулхи пиччӗшӗпе 3 ҫулхи йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӗсене ҫынсем усрава илнӗ.

Анне 11 ҫула кайсан, ӑна Хусана илсе кайнӑ, пысӑках мар фабрикӑна вӗренме хӑварнӑ. Аттепе вӑл хӗр чухнех тӗл пулнӑ. Аттене ӑна качча илме ирӗк паман. Эпӗ аттен ҫыру сӗтелӗ ҫинчи пӗр хут листине курнине лайӑх астӑватӑп. Ку вӑл ыйтса ҫырнӑ хутчӗ. Унта атте хресчен хӗрне Гришина Ксения Логиновнӑна качча илме ирӗк пама ыйтнӑ: ирӗк паман пулмалла, мӗншӗн тесен хут ҫинче манӑн хушамат пулман.

Эпӗ 1909 ҫулхи октябрӗн 26-29-мӗшӗсенче ҫурални ҫинчен калани ҫеҫ пулнӑ. Атте ятне ҫырмалли йӗркере пушӑ вырӑн, анне — Гришина Ксения Логиновна.

Эпир, ачисем, пурте Ашмарин хушаматпа ҫӳренӗ: шкула кайнӑ чух та, института кӗнӗ чух та, салтакра та, кайран та.

Мӗнле пӗлтӗм-ха эпӗ «Гришин» пулнине?

Совет ҫарӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн, манӑн вӑхӑтлӑх паспорта улӑштармалла пулчӗ; ун валли вара ҫурални ҫинчен калакан хут кирлӗччӗ. Хусанти мӑшӑрлану ҫуртне 6-7 хут ҫырма тиврӗ.

Эпӗ ҫырнинче хам хӑш вӑхӑтра ҫуралнине, атте-анне хӑш чиркӳре мана тӗне кӗртнине пӗлтерме ыйтни пулнӑ.

Ку ыйтусене аннен хуравласа ҫырмалла пулнӑ, анчах хутла вӗренменнипе вӑл ҫырма пултарайман.

Ку паллах тӗлӗнтерет, анчах та атте — тӗнчери паллӑ ӑсчах (ӑна Рабиндранат Тагор та пӗлнӗ), аннене хутла вӗрентеймен.

Атте пиртен уйрӑм пурӑннӑ (ҫемьине, вӑл февральти революци хыҫҫӑн ҫеҫ хӑй патне илсе кайнӑ), ун чухне эпӗ саккӑр та тултарайман; манран аслӑраххисем 2 пичче тата пӗчӗкреххисем виҫҫӗн пулнӑ. Атте пирӗн пата каҫ кӳлӗм килкелетчӗ. Вӑл пире илсе кайиччен, эпир 5 хваттер улӑштартӑмӑр.

Хусанта пурӑннӑ чухне, 1920 ҫулта, Чӗмпӗре тухса кайиччен, эпир 7 хваттер улӑштарнӑ. Ҫак ҫулсенче эпир мӗн чухлӗ ют чӗлхе вӗренме пултарнӑ пулӑттӑмӑр.

Пирӗн атте 65 чӗлхе пӗлнӗ. Вӑл нихҫан та Кавказра пулман, ҫапах та Мускаври Лазарев академик ячӗллӗ Тухӑҫ чӗлхисен институчӗн студенчӗ пулнӑ май, вӑл авар чӗлхине пур енлӗн тӗпченӗ.

Пӗр ватӑ авар, Мускавра вӑл калаҫнине илтсен, эсӗ хӑш аултан тесе ыйтнӑ. Атте хӑй вырӑс пулнине, Етӗрне хулинче ҫуралса ӳснине каласа панӑ. Ватӑ аварец ӗненмен. Вӑл ӑна: «Эсӗ пирӗн, эсӗ аварец», — тенӗ.

1932-33 ҫулсенчи сивӗ те выҫӑ хӗле вӑл пӗчӗк кухньӑра (кунта тата 2 ҫемье пурӑннӑ) ӗҫлесех ирттерчӗ, кунӗн-ҫӗрӗн монгол чӗлхине тӗпчетчӗ.

«Пӗр-пӗр патшалӑхра пурӑнас-тӑвас пулсан, унти чӗлхене пач та пӗлмесен те, ҫӗршывра 2-3 уйӑх хушшинче унти халӑхӑн калаҫу чӗлхине ҫеҫ мар, ҫав чӗлхен грамматикине те тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлнӗ пулӑттӑм», — тесе калатчӗ атте. Тухӑҫ чӗлхисен институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн Каира е Делине ӗҫлеме каймалла пулнӑ. Унта кайма килӗшмесӗр, ытти хуласене те каймасӑр, вӑл Хусанти учительсен вак халӑхсен семинарине географи преподавателӗ пулса ӗҫлеме кӗрет.

Студент вӑхӑтӗнчех вӑл ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫырнӑ. 26 ҫула ҫитсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ ҫырать, ӑна паллӑ тӗпчевҫӗсем те пысӑк хак параҫҫӗ.

Ашшӗ тата икӗ аслӑ пиччӗшӗпе аппӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене аттен пӑхма тивнӗ. Вӗсене тӑрантма унӑн ҫыру ӗҫӗпе ӗҫлеме тата уроксем пама лекет. Пӗррехинче хӑй каласа панӑ тӑрӑх, мӑнкун уявӗнче те вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр ларнӑ. Пире, ачисене, ҫакна каласа пачӗ те, макӑрса ячӗ.

Аттен аслашшӗ — Федор, крепостной хресчен пулнӑ. Атте каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ал-ура ҫавӑрма лайӑх пӗлнӗ. Улпут питӗ пуян пулнӑ, ӑна «хӗрлӗ таварпа» ӗҫлеме янӑ, улпутшӑн ку ӗҫ тупӑшлӑ пулнӑ.

Кӳршӗрех тата юхӑна пуҫланӑ хуҫа пурӑннӑ. Ҫак хуҫа патне, асатте вӗсен ҫемьине сутӑн илме калаҫса татӑлма пынӑ, уншӑн вӑл улпутран хӑйне ирӗке кӑларма ыйтнӑ. Чухӑн хуҫашӑн ку ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Ҫемьене сутӑн илнӗ, асаттене ирӗке кӑларнӑ. Ҫак ӗҫ ҫинчен пуян улпут пӗлсен, ҫав тери тулашса кайнӑ. Кун ҫинчен маларах пӗлнӗ пулсан, Ашмарин ҫемьине виличчен хӗнеттернӗ пулӑттӑм тенӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн аттен аслашшӗ, Федор Ярославль кӗпӗрнинчен тухса каять, Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне хулине килет. Етӗрнере пирӗн атте ҫуралать.

Етӗрнере вӑл пӗчӗк суту-илӳ ӗҫӗ пуҫлать, малалла ун ӗҫне асатте, Иван Федорович, тӑсать. Анчах та ку ӗҫпе тухӑҫлӑ та тупӑшлӑ ӗҫлеме пултарайманнипе, хуҫалӑхне юхӑнтарать, унӑн килӗнчен те тухса кайма тивет (ку вӑл Кӑрмӑшра, Чулхула кӗпӗрнинче пулса иртнӗ).

Аттен маларах авланма май пулман, мӗншӗн тесен кӗҫӗн йӑмӑкӗпе шӑллӗне ура ҫине тӑратмалла пулнӑ. Ҫитменнине, Иван асатте икӗ хут авланнине пула тата 4 ача хушӑннӑ.

Аттене патша старостисем сыхласах тӑнӑ. Вӑл вак халӑхсене (тутар, чӑваш, мари, мордва, удмурт) ҫутта кӑларас ӗҫпе ӗҫленӗ. Чӑваш халӑхӗ валли грамматика, синтаксис, 17 томран тӑракан словарь хатӗрленӗ.

Енчен те Фукс чӑваш чӗлхинче 1846 сӑмах ҫеҫ тесе ҫырнӑ пулсан, атте вара 40 пин сӑмах тупнӑ. Аттен нихӑҫан та никама та кӗвӗҫни пулман.

1930 ҫулта Шупашкартан таврӑнсан, атте аннене ҫапла калать: «Амӑшӗ! Чуть ҫеҫ манса каяттӑм, пире чӑваш правительстви пысӑк ҫемьене кура 11-12 пӳлӗмлӗ ҫурт лартса пама сӑмах пуҫарчӗ». Анне: «Эсӗ мӗн терӗн вара?». Эпӗ ҫапларах каларӑм: «Пурлӑха тӑккаламалла мар, вӗсем урӑх ӗҫ валли кирлӗ пулӗҫ. Пире Хусанти патшалӑх хваттерӗ те ҫитӗ!».

Ҫак вӑхӑтра Борис пиччепе эпӗ кӳршӗ пӳлӗмре лараттӑмӑр, ку калаҫӑва эпир пӗтӗмпех илтрӗмӗр. Борис аттесем патне каҫрӗ, вӑл аттене васкарах хирӗҫлени ҫинчен тата пирӗн хамӑра йӑва кирли пирки, эпир нумай хуласем, хваттерсем тӑрӑх ҫӳрени ҫинчен каларӗ. Атте уншӑн кӳренчӗ. Унӑн ҫемьипе яланах пулайманнишӗн чунӗ хурланчӗ, анчах куншӑн атте айӑплӑ мар. Мӗнех вара Борис? Вӑл та пирӗн пекех, ытти ачасем пекех, унӑн та характерӗ атте-анненни пекехчӗ. Пичче хӑй пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ. Унӑн ҫемьинче 4 ҫын пулнӑ. Борис пичче туберкулезпа чирлесе пурӑннӑ. Ӑна хӑйне уйрӑм пӳлӗм кирлӗ пулнӑ. Анчах та 3-мӗш ҫуртпа та Орехов ҫаплах тунӑ. Ҫапла пичче пӗр пӳлӗмре пурӑнсах вилсе кайнӑ. Хӑй проектласа ӑсталанӑ ҫӗнӗ сӗтел-пуканшӑн вӑл патшалӑх премине илме тивӗҫнӗ. 1952 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче вӑл ҫӗре кӗнӗ.

1937 ҫулта ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ, вӑл вара ҫулталӑк ытла ӗҫлемесӗр, арӑмӗн ӗҫ укҫипе пурӑннӑ. Каярах аслӑ лаборант пулса ӗҫленӗ. Ҫемье виҫӗ ҫынтан тӑнӑ. Ӗҫ шыраса 11 вырӑна ҫитсессӗн, кадрсен пайӗн начальникӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Пӑхӑр, коридорта никам та ҫук-и? Алӑка лайӑх хупӑр!», — тенӗ, сӗтел ещӗкне уҫнӑ та список кӑтартнӑ. «Ӗҫе илме юраманнисен списокӗнче эсир 11-мӗш вырӑнта».

Эпир пурте ҫавӑн пек пулнӑ. Революци вӑхӑтӗнче пирӗн патра студентсем пурӑнатчӗҫ, вӗсенчен нимӗн те илмен. Вӗсен хӑйсен пӳлӗмӗнче ларакан буржуйка валли вутӑ ҫеҫ кивҫен илмелле пулнӑ. Анне вӗсен кӗпе-йӗмне те ҫуса панӑ, уншӑн пӗр пус та ыйтман. Каярахпа та студентсем пурӑнатчӗҫ, виҫҫӗн-тӑваттӑн е пӗччен.

Эпӗ ветеринари институтӗнче вӗренсе пӗтериччен пӗр ҫул маларах, 1931 ҫулта хамӑр пата пӗр юлташа — Гена Орлова пурӑнма илтӗм. Ӑна вырӑс чӗлхине вӗренме йывӑртарахчӗ. Вӑл чӑвашчӗ. Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен Уравӑш ялӗнченччӗ. Часах Миша Беляева та хатӗрленме илсеттӗм, вӑл Каспи ҫӗршывӗнченччӗ. Ҫавӑн пекех ӑна та вӗренме йывӑрччӗ. Атте яланах пулӑшма тӑрӑшатчӗ. Офицер пулнӑ май, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑчченех, эпӗ икӗ хутчен пӳлӗме хамӑрӑн артиллери чаҫӗн санинструкторне панӑччӗ.

Аттен сывлӑхне хавшатакан иккӗмӗш доктор Марр Н.Я. академик пулнӑ.

Енчен те царизм аттене «кашкӑр билечӗ» паман пулнӑ пулсан, Марр аттен тӗпчев ӗҫӗсене хирӗҫленӗ.

1926 ҫулта атте Бакуран Раҫҫее куҫса килес тенӗ чух, Мускав ӑна Ленинградри Наука Академийӗнче ӗҫ сӗннӗ. Анчах унта Марр ӗҫленӗ. Атте, паллах килӗшмен. Вара ӑна Мускавра ӗҫ сӗннӗ, анчах кунта пӗр ҫемьене хваттертен кӑларса ямалла пулнӑ. Атте ку вариантпа та килӗшмен, нихӑҫан та кун пек тума пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ. 1923 ҫул вӗҫӗнче Симбирскран куҫса килсе Бакура пурӑннӑ чухне, вӑл Нуку хулине ҫак районти калаҫу хӑйнеевӗрлӗхне тӗпчеме ҫӳренӗ. Ун чух атте азербайджан чӗлхи кафедрин (Истори, археологи, этнографи наукӑпа тӗпчев институчӗ) пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл азербайджанла, нимӗҫле-вырӑсла чӗлхесен словарьне тунӑ ҫӗрте комиссин Ӑслӑлӑх секретарӗ, председателӗ Азербайджан ССР-ӗн ЦИК председателӗ Агамалу Оглу пулнӑ.

Ҫак калаҫусенчен монографи ҫырнӑ. Ӑна НИИ кӑларма пулӑшнӑ. Ку ӗҫшӗн аттене 1200 тенкӗ тивӗҫнӗ, анчах ӑна 300 тенкӗ ҫеҫ панӑ, ыттине паман, укҫа-тенкӗ ҫитменни ҫине янӑ. 1924 ҫулта атте Нуку хулине ҫӳренӗ, 1925 ҫулта монографи тухнӑ. 1926 ҫул вӗҫӗнче эпир Баку хулинчен Хусана тухса кайрӑмӑр.

НИИ директорӗ Чобан-Зоде профессор пулнӑ, вӑл Баку хулине Крымран килнӗ, доктор степенне илме диссертаци хӳтӗленӗ. Тӗп оппонент пулма манӑн аттене палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе хӳтӗличчинех, атте аннене те, пире те ку ӗҫ ӑнӑҫлах мар пирки калатчӗ. Унта ӑслӑх пулман. Диссертацине вӑл хӳтӗлеймен. Кун хыҫҫӑн Чабан Зоде аттене курайми пулнӑ. Ку, палах, Бакуран тухса кайнин тӗп сӑлтавӗ пулнӑ. Анне тата аслӑ пиччесем ҫакӑн пирки Агамалу Оглуна каласа пама сӗннӗ. Атте ун пек туман. Агамалу Оглу эпир тухса каяссине пӗлсен, ҫав тери хуйхӑрнӑ. Аттене хӑйӗн шухӑшне улӑштарма ыйтнӑ.

Аттене тӑван ҫӗршыв енче пӗтереймен ӗҫӗсем (вӗсен шутӗнчех чӑваш чӗлхин словарӗ пулнӑ) туртнӑ. Атте каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫламалли ӗҫсенчен пӗри — чӗлхе пулса кайнин историне туллин тӗпчени.

Йывӑр пурнӑҫа пула атте вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ, вӑл тата та нумайрах туса хӑварма пултаратчӗ, анчах вилӗм пурнӑҫлаттармарӗ, пичетленмен ал ҫырӑвӗсем те нумай юлчӗҫ.

1958 ҫулхи августӑн 28-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫатра пӗлтерӳ пичетленнӗччӗ. Ҫав пӗлтерӳре И.Я. Яковлев тата Н.И. Ашмаринӑн 4 томлӑ ӗҫӗсене ҫырӑнса илме май пурри пирки пӗлтернӗччӗ. Эпӗ кун пирки аппа урлӑ кӑна пӗлсе тӑнӑ.

Эпир аттене килти ӗҫсемпе чӑрмантарман. Пӗчӗк чухне пирӗн кашнин хӑйӗн ӗҫӗсем пулнӑ, кил ҫуртри ӗҫсене эпир тата анне тунӑ. Аттешӗн наука ӗҫӗсем те ҫителӗклӗ пулнӑ. 1925 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Бакура пӗрремӗш тюркологи съезчӗ пулса иртнӗ. Кунта ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасем пулнӑ.

Атте Турцирен килнӗ ҫынсене хӑнана чӗннӗ. Вӗсем пирӗн ҫемьене хӑйсем патне Анкарана чӗннӗ. Унта аттен тӗрӗк чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ пулмалла пулнӑ. Анне тата эпир аттен шухӑшне тӗпе хунӑ. Вӗсене атте тав турӗ те хӑйӗн тӑван ҫӗршывне пӑрахса каймасси пирки пӗлтерчӗ.

1915–1916 ҫҫ. пирӗнпе кӳршӗре еврей ҫемьи пурӑнатчӗ (ват ҫынсем). Аттепе аннене Нью-Йоркран кӗҫех хӑйсен ачисем килмелли ҫинчен, вӗсене тата пирӗн ҫемьене пӗрле илсе каясси пирки пӗлтерчӗҫ.

Вӗсен ачисем килсен, аттепе аннене пӗрле кайма ӳкӗтлерӗҫ, ҫул укҫине те хӑйсемех тӳлеме пулчӗҫ. Унта куҫса кайсассӑн та 7-8 уйӑх ҫуртшӑн та хамӑр тӳлесе тӑратпӑр, терӗҫ.

Кайран аттен Раҫейре юлма юрамасть тесе калатчӗҫ, мӗншӗн тесен кунта аттене йӗрлеҫҫӗ, яланах хӑратаҫҫӗ. Атте: «Эпӗ унта мӗн тӑвӑп ?» — тесе ыйтнӑ. Вӗсем кулса ҫапла каланӑ: «Николай Иванович, эсир унта пурне те кирлӗ пулатӑр!».

Атте вӗсене чӗнме кӑмӑллӑ пулнишӗн тав турӗ те, хуть мӗнле йывӑр пулсан та, тӑван ҫӗршывшӑнах ӗҫлессине пӗлтерчӗ.

1926 ҫулта ҫулла, Самайлович пофессор (араб), Баку университетӗнче ӗҫлекенскер, аттене хӑй ҫемйипе пӗрле Иерусалима кайма сӗнчӗ.Атте яланах ҫапла ыйтатчӗ: «Мӗн тӑвӑп эпӗ унта?». Самойлович профессор аттене каларӗ: «Николай Иванович! Эсир манран вӑйлӑрах арабист. Эсир мӗн тӑвӑп унта тесе ыйтатӑр тата?».

Аслӑ пиччесем, Петрпа Борис — аттене куҫару ӗҫӗпе ӗҫлеме сӗннӗ. Самуил Яковлевич Маршака тӗслӗх вырӑнне илсе панӑ. Анчах та атте хӑйӗнни ҫинчех тӑнӑ, нумай шутланӑ, нумай ӗҫленӗ, хӑшӗ-пӗрне вӗҫлемелле тенӗ.

Н. Петров доцент хӑйӗн «Классик чувашского языкознания» (1970 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче атте ҫуралӑнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ «Советская Чувашия» хаҫатра) статйинче ҫапла каланӑ: «Ашмарин чӑваш халӑхӗн культурипе наукине тӗпчесе тунӑ ӗҫӗсене хак пама та йывӑр. Тавлашма та кирлӗ мар: хӑйӗн питӗ пысӑк ӗҫӗпе Ашмарин пӗччен пӗтӗм институт тума пултарнинчен те ытларах ӗҫ туса хӑварнӑ».

Пирӗн атте канма пӗлмесӗр ӗҫлетчӗ. Мольер, Шекспир пьесисене лартма килсен те кайса курмастчӗ, вӗсене пичетленӗ чӗлхипе вуласа та пӗлме пултаратӑп, тетчӗ.

Эпир 6 арҫын ача пулнӑ, анчах пирӗн волосипед та ҫукчӗ, киввине илтӗмӗр, анчах унпа пӗтӗм урамри ачасем ярӑнатчӗҫ. Пирӗн атте ӑс-тӑн аталанӑвне пысӑк вырӑна хуратчӗ. Аттен библиотекинче 10000 пин кӗнекеччӗ, вӗсем пурте классика шайӗнчеччӗ (урӑх чӗлхепе кӑларнӑ кӗнекесем те). Вӑл яланах хамӑр кӗнекесене илетчӗ. Юлашкинчен библиотекӑна сутма тиврӗ. 1933 ҫулсенче август уйӑхӗнче 1 кӗнекене пӗр тенкӗпе сутма пулатчӗ. Ун чухне килте укҫа ҫукчӗ. Аслӑ пиччесем аякра пулнӑ пиртен, пӗри — Ҫӗпӗрте, тепри — Закавказьере пурӑнатчӗҫ. Аттен пиччӗшӗсем пире пулӑшма килӗшмарӗҫ.

Библиотекӑпа пире улталарӗҫ. Эпӗ илемлӗ литературӑна сутманни ҫинчен пӗлтертӗм, мӗншӗн тесен пирӗн тата йӑмӑксемпе шӑллӑмсем пулнӑ. Комисси пӗчӗк канашлу хыҫҫӑн ҫапла пӗлтерчӗ: «Е пӗтӗм кӗнекене сутатӑр, е пӗрне те илместпӗр».

Эпир ҫемьере ҫиччӗн пулнӑ: анне, 3 йӑмӑк тата манпа 2 пичче. Вӗсемпе килӗшме тиврӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн, эпӗ аттен вӗренекенӗсенчен ҫак комисси членӗсем илемлӗ литературӑна хӑйсем хушшинче пайланине пӗлтӗм.

Словарӗ пирки те мана улталарӗҫ. Шупашкара килсен, эпӗ Чувашгизӑн Золотов хушаматлӑ директор патне кӗтӗм. Вӑл пире Симбирскра чухне, Педагогика институчӗн студенчӗ чухнех, паллатчӗ. Атте чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Золотов ҫак словарь ӗҫӗ пирки прокуратурӑна кайса пӑхма сӗнчӗ.

Анне патне килсен, Золотов мӗн каланине пӗлтертӗм, анне макӑрса ячӗ те ҫапла каларӗ: «Витенька, эсӗ унта кайсан, вӗсем мана ҫисех ярӗҫ, мӗн кӑна тумарӗҫ ӗнтӗ!».

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗн, аннепе пӗчӗккисене тата чирлӗ йӑмӑка сивӗ хваттере, аслисене аннен пӳлӗмне ячӗҫ.

Эпӗ горвоенкомата та ҫыртӑм, анчах нимӗн те пулӑшмарӗ. Манӑн Вавилов президент патнех ҫитме тиврӗ.

Вавилов мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ: вӑл анне ячӗпе аттене 1929 ҫулта член-корреспондента суйлани пирки справка ярса пачӗ, президент ман пата та: «Хисеплӗрен те хисеплӗ Виктор Никоваевич!..», — тесе ҫырчӗ.

Вӑл аттене академик ятне парасшӑн пулнӑ, анчах Марр ура хунӑ; урӑхла каласан, атте член-корреспондент ҫеҫ пулнӑ.

Мӗн кӑна тӳссе ирттермен пуль эпир 1918 ҫулта. Восстани ҫӗкленӗ эссерсенчен ҫичӗ студент-коммуниста та ҫӑлнӑ. Ҫавӑн пекех Арчева та ҫӑлнӑ, вӑл эпир пурӑнакан ҫуртрах пурӑнатчӗ. Новобранецсем винтовкӑсемпе аттене тӗллесе коммунистсем ҫинчен ыйтнӑ. Атте вӗсене тутарла коммунистсем фронтра тесе каланӑ, вӗсем ӑна ӗненнӗ, атте ҫапларах характерлӑ пулнӑ.

Эпир кулаксем патне пахча-ҫимӗҫ пуҫтарма ҫӳреттӗмӗр.

Колчаксем Хусана килсен, аттене хӑйсемпе илсе каясшӑн пулнӑ, анчах атте вӗсенчен пытанса ҫӳренӗ.

Мӗн кӑна хӑтланман пуль ҫак колчаковецсем? Мӗн чухлӗ ҫынна пере-пере пӑрахман пулӗ. Казанка юхан шыв хӗрринче 200-300-шер ҫынна тӑратнӑ та пулеметран пере-пере пӑрахнӑ, виллисем вара тӳрех шыва ӳкнӗ.

Асапланса пӗтнӗ разведчиксем электростанцине сирпӗтес шутпа, йӗри-тавра самолетсем вӗҫнине курнӑ, анчах та тӗппипех сирпӗтеймен.

Мана 9 ҫулхи ачана колчак офицерӗ персе пӑрахасшӑнччӗ. Эпӗ унӑн шӑлаварӗ пирки чӑн-чӑн арҫын ача пек каларӑм. Вӑл мана ярса тытрӗ. Наганне кӑларасшӑн пулчӗ, анчах та эпӗ чӑрмантарнипе кӑлараймарӗ.

Унпа пӗрле пыракан тутар купсисем, мулласем «вут ҫине краҫҫын сапса» пычӗҫ: «Ой, малай, начар ача, офицера ҫапла калама юрать-и вара?»

Эпӗ вӗсенчен вӗҫерӗнсе тарма пултартӑм. Борис пичче мана электростанци патӗнче кӗтсе тӑратчӗ.

Мӗн кӑна пулман пирӗн ачалӑх ҫулӗсенче. Ача ҫуртӗнче пурӑннӑшӑн эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе Совет влаҫне тав тӑватӑп. Унта пурӑнман пулсан чӗрӗ те юлман пулӑттӑм.

1922 ҫулхи январь уйӑхӗнче ҫӗрле эпир пӗтӗм ҫемьепе апат-ҫимӗҫ складне вӑрӑсенчен ҫӑлтӑмӑр. Вӗсем 15 ҫынран кая марччӗ. Атте ун чухне хӑйӗн пӳлӗмӗнчи форточкӑна уҫрӗ те ҫапларах кӑшкӑрчӗ: «Эсир студентсен юлашки апат-ҫимӗҫне илсе тухса каясшӑн-и?». Ҫав вӑхӑтра ҫурт умӗнче икӗ арҫын курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем аннене форточкӑна хуп, ҫутта сӳнтер тесе кӑшкӑрчӗҫ. Вӗсем чӳрече патне пырасшӑн пулчӗҫ, анчах вӗсене пӑр тӑвайкки чӑрмантарчӗ.

Пирӗн пӗр ватӑ йытӑ пурччӗ — Жулик ятлӑскер. Шӑпах ҫав йытӑ вӑрӑсене хӑваласа кӑларма пулӑшрӗ. Склад пуҫлӑхӗ те, кӳршӗсем те тухса та пӑхмарӗҫ, паллах, вӗсем урамра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех лайӑх илтнӗ. Ҫапла майпа эпир студентсене выҫӑ ларасран ҫӑлса хӑвартӑмӑр.

Филологи докторӗ В.Г. Егоров хӑйӗн брошюринче ку ӗҫ ҫинчен асӑнса та хӑварман. Ашмарин хӑйӗн словарӗнчи ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене хӑш тӑрӑхран ҫырса илнине палӑртманнине асӑнса хӑварма манман-ха вӑл.

Тата вӑл Ашмарин хӑйӗн материалӗсене пӗччен мар, ӑна пуҫтарма пулӑшакансем чылай пулнӑ теме те хӑйнӑ. Ку, палах, Егоров енчен хӑйне лайӑх тунине хаклама пӗлменни пулчӗ. Мӗн чухлӗ пулӑшмарӗ пуль ӑна атте наука ӗҫӗнче. Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр 3-4 уйӑх унпа ларчӗ. Егоров пирӗн кӗҫӗн йӑмӑкӑн хреснашшӗччӗ. Анчах вӑл пире пулӑшмарӗ. Мӗншӗн?

Паллах, халӗ Н.И. Ашмарин ҫук, анчах унӑн ӗҫӗсем юлнӑ. Вӗсене ырлама та таптама та пулать.

Пирӗн атте ырми-канми ӗҫлесе чӑваш чӗлхин, культурин пуянлӑхне пур енлӗн те тӗпчесе палӑртнине пула Чӑваш АССРӗ ытти Мари, Мордва, Удмурт Республикисемпе танлаштарсан, чылай маларах автономлӑ республика пулса тӑчӗ.

Аттен ӗҫӗсене эпӗ Эдуард Константинович Циолковскин чи пысӑк ӗҫӗсемпе танлаштарма хӑятӑп. Циолковский физика преподавателӗ тата касмонавтикӑна тӗпчекен пысӑк ученӑй пулнӑ. Пирӗн атте вара Хусанти учительсем хатӗрлекен семинаринче географи преподавателӗ тата чӗлхе пӗлӗвӗн ученӑйӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне пӗр-пӗринпе танлаштарма пулать. Вӗсем тӑван ҫӗршывшӑн чунӗсене парса ӗҫленӗ.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнчи юлашки кунчченех атте гимнази программине пуҫласа вӗҫне ҫитиччен ас туса тӑнӑ.

Атте вырӑнпа выртнӑ чухне эпӗ Шупашкара аттен гонорарӗ пирки кайрӑм.

Гонорарне памарӗҫ, укҫа ҫуккипе ӑнлантарчӗҫ.

Атте вилнӗ хыҫҫӑн, августӑн 26-мӗшӗнче, эпӗ наука ӗҫтешӗсен секцине кайрӑм. Унта Сленкова профессорпа курса калаҫрӑм. Эпӗ хамӑрӑн ҫемьепе мӗн пулса иртнине каласа патӑм, вӑл ман енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Хӑйӗн ӗҫӗсене малалла ҫырнӑ май ҫапла каларӗ: «Мӗн тӑвас тен, пурте эпир вилӗмлӗ, сире интереслентерекен ыйту пирки эсир 14.00 сехет хыҫҫӑн тепӗр хутчен килӗр. Ун чухне ученӑй секретарь пулӗ».

Эпӗ 14 сехет хыҫҫӑн килтӗм. Ученӑй секретарь пурччӗ. Вӑл аттепе пӗр ҫуларах ҫын.

Мана курсан, вӑл пӑлханса кайрӗ, мӗн пулни пирки ыйтрӗ. Эпӗ атте вилни ҫинчен пӗлтертӗм. Вӑл уншӑн тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ. Ученӑй секретарь председатель патне кӗрсе: «Ашмарин вилни пирки илтнӗ-и?», — тесе ыйтрӗ. Председатель илтни пирки каларӗ.

Ӑна хирӗҫ ученӑй секретарь каларӗ: «Николай Иванович Хусанти чи пысӑк ученӑй пулнӑ».

Хамӑн ҫырӑва вӗҫленӗ май, ман ҫакна каласа хӑварас килет, атте ҫурални 75 ҫул та, 100 ҫул та иртсе кайрӗ, 1990 ҫулта 120 ҫул ҫитет, анчах Шупашкарта ун ячӗпе пӗр палӑк та ҫук, пӗр урам ячӗ ҫеҫ. Паллах, ун ячӗпе конференцисем ирттереҫҫӗ, анчах ку ман шутпа ҫителӗксӗр.

Манӑн ун ӗҫӗсене тивӗҫлипех хаклаттарас килет. Пире, ачисене, унӑн библиотекисӗр, ал ҫырӑвӗсемсӗр пуҫне нимӗн те юлман. Анне те гонорар пӗр словарьшӗн ҫеҫ илнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан аппа, Надежда Николаевна, час-часах хула влаҫӗсенчен хваттере ӑшӑтас енӗпе пулӑшу ыйтнӑ. Анчах ӑна эпӗ Чӑваш АССРӗн КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ патне ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ кӑшт пулӑшу панӑ.

Аппа полиартритпа чирлерӗ. Вӑл КЭМЗа цехӗнче ӗҫленӗ. 1941 ҫулта цехра маччаран шыв тумланӑ, станоксен умӗнчи чӗркуҫҫи таран шывра тӑнӑ. Ҫавна пулах вӑл йывӑр чирленӗ.

Кӑкӑр ачи чухне ӑна паллӑ Робиндранат Тагор алӑра йӑтса курнӑ, ку вӑл 1925 ҫулта пирӗн патра хӑнара чухне пулнӑ.

Эпир профессор ачисем пулнине пӗлсен, ыттисем эсир пуян теҫҫӗ. Анчах атте вилнӗ хыҫҫӑн пирӗн нимле ылтӑн-кӗмӗл те юлман. Аттен шӑл протезӗнче пулнӑ ылтӑн та ҫӑнӑх аланчӑкӗнчен пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр илме ҫеҫ ҫитнӗ.

1925 ҫулта турккӑсем пире хӑйсем патне чӗннӗ, пире унта хваттер те пама пултарнӑ, аттен кафедра пуҫлӑхӗ пулмалла пулнӑ.

Анчах атте те, эпир те хамӑр Тӑван Ҫӗршыва нимпе те улӑштарма пултарайман. Эпир, ачисем атте-аннешӗн, Тӑван Ҫӗршывшӑн яланах шанчӑклӑ пулнӑ.

 

Чун-чӗререн хисеплесе Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ — Ашмарин Виктор Николаевич.

Ветеринари службин отставкӑри гварди подполковникӗ, АОВ ветеранӗ, инваличӗ, ӗҫ ветеранӗ, II группа инваличӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2081.62.7273
2020.03.16 21:47
Agabazar
Кунта вара ма "Симбирск" вырăнне Чĕмпĕр темен?
Agabazar // 2081.62.7273
2020.03.16 22:07
Agabazar
Николай Иванович Ашмарина "чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн никĕслевçи" темелле мар.
Agabazar // 2081.62.7273
2020.03.16 22:07
Agabazar
Çакна манмалла мар:

Виктор Николаевич Ашмарин текен çын, ветеринар тата çарçынни пулнăскер, ашшĕн ăславри ĕçĕ-хĕлне, çавăн пекех ашшĕн ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлне те, тĕрĕс хак пама пултарайман.

Çакăн пирки, тархасшăн, манса ан кайăр. Тавтапуç.

Çырăва Виктор Н. çырнă пуль, алă пусаканĕ те вăлах. Çавăнпа та çыру авторĕ пулни паллă.

Куратăр-и, Юрий Зайцев ÿнерçĕ тата фотограф еплерех «моднăй каччă» пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем