Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: Шупашкарта Хаяр Иван патшан палӑкне уҫнӑ текен усал хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫырӑннӑ сӑвӑ

Валери Туркай13.01.2020 14:4412377 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Хаяр Иван – пачах та хаяр мар!..

Тумаллине вӑл тунӑ тахҫанах:

Юхтарнӑ юн, кӑларнӑ вӑл пушар...

Ман мӗншӗн савмалла тет пит ӑна?!

 

Ах, «Раҫҫее ҫӗкленӗ»?.. Раҫҫейре,

Каҫарӑр та, Иван ҫеҫ пурӑнман!..

Йӑлтах татса параҫҫӗ Тӳпере.

Аван — ялан ҫакна асра тытсан.

 

Иван ҫӑлман ман халӑха тахҫан!

Ӑна Иван паман телей сапса!

Ман халӑхӑм хӑй паттӑр пулнӑран

Вучахӗ ун ҫунать-ха ялкӑшса!

 

Тата ҫакна каласшӑн эп паян:

Ҫук, Иван мар, сӑнарӗ ун хаяр!..

Паян каллех ыйтатӑп Турӑран:

Ман халӑха упра та Шанчӑк пар!!!

 

Валери Туркай

27.12.19

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Африкан // 3006.58.8020
2020.03.17 00:20
Таким образом из Ивана Грозного ненавязчиво делают «правильного» государственного деятеля, положительный миф. Ставить памятник преступнику - это тоже преступление, оскорбление памяти уничтоженных людей, развращение следующих поколений. Ведь через этот памятник преступник оправдывается как герой и прославляется в веках. Это четкая подмена понятий в сознании людей.
Константин Малышев // 3419.52.7934
2020.03.18 18:29
Нумай пулмасть Хаяр Иван çынсене мӗнле асаплантарни пирки летописьсенче мӗн çырнипе паллашма тӳр килчӗ. Çамрăк дворянсен арăмӗсене мăшкăлланă хыççăн каялла тавăрса пани унта чи «çăмăлли»-тӗр. Хӗрсене çарамаслантарса сăнăсемпе пенӗ, çынсене вӗрекен хурана пăрахнă, амăшӗсем çумне ачисене çыхса хурса шывра путарнă. Пупсене те ирсӗрле асаплантарнă. Этеме хуçмалли-çӗмӗрмелли ятарлă станоксем шутла-шутла кăларнă...
Камăн пуçне килнӗ ăна палăк лартас шухăш? Питӗ тӗлӗнтереççӗ шупашкарсем.
Атнер // 3646.0.9041
2020.03.18 21:33
Пупсем лартнӑ палӑк тенине.Тен,тӗрӗс хӑтланнӑ тенӗ пуль.
Agabazar // 3419.79.5349
2020.03.19 00:40
Agabazar
Атнерсем мĕн каласси малтанах паллă.

Ыттисем те çавнашкалах пулнă теççĕ те — ĕçĕ пĕтнĕ.
Валери Туркай // 4289.88.0446
2020.03.19 06:25
Ку материал, чӑнах та, йӑлӑхтарчӗ. Хамӑн та курас килми пулчӗ. Тепӗр тесен... Лартӑр, ара, ку чухнехи чӑвашӑн тата тепӗр НАМӐСӖПЕ ИНКЕКӖ пек. Паянхи чӑваш обществи мӗн тери нишлӗ те мӗскӗн иккенне кӑтарттӑр.
Эп, Валери Туркай, хамӑн позицине кун пирки татӑклӑн каланӑ. Ку сӑвва, сӑмахран, Ренат Харис тутарла куҫарса январьте Хусанта "Ватаным" хаҫатра пичетлерӗ. Тутарсен умӗнче чысӑмӑра кӑштах упраса хӑвартӑмӑр.
Шупашкара Маньяк-Ванюш "палӑкӗнчен" тасатас тӗлӗшпе эп малашне те кӗрешӗп. Республикӑри влаҫ пӗр самантра улшӑнни кӑна кӑштах аптратрӗ. Анчах ЧНК ӑҫта?! Ыттисем ӑҫта?! Юхма ӑҫта?! Малтан "Это - плевок" терӗ те ҫав этемкке, пач ҫухалчӗ.
..."Халӑхран писнисем ҫӗршыва сутса ячӗҫ..." Ҫемен Петти. 20-мӗш ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗ.
Валери Туркай. 8-927-855-54-80
Пĕри // 3000.76.3861
2020.03.19 19:43
"Çук, Иван мар, сăнарĕ ун хаяр!" Мĕн каласшăн пулнă çак сăмахсемпе классик-графоман Туркай, ăнланмастăп. Апла лайăх Иванне хăварас та сăнарне фломастерпа сăрласа хурас.
Agabazar // 1775.82.7709
2020.03.19 22:13
Agabazar
Юхма Мишши 80 çул урлă каçнă. Анчах та <<плевок>> текенни те вăл çеç пулчĕ пулмалла.

Çамрăкраххисем <<Россиянин-чуваш>> йышши никсем çакса ярса Тетелте Уррра! кăшăраççĕ.
Валери Туркай // 2715.72.9010
2020.03.20 02:17

"ПӖРИ"-ЙӖМСӖРРИ: "Çук, Иван мар, сăнарĕ ун хаяр!" Мĕн каласшăн пулнă çак сăмахсемпе классик-графоман Туркай, ăнланмастăп".
"Классик-графоман"?.. Вӑйлӑ!.. Кун пек никам та каламан-ха!
Ӳссех пырать "Пӗри"- Йӗмсӗрри! Саламлатӑп!
Каяшу вӗрет-им, мӑнтарӑн, шалта?.. Шел сана! Питӗ шел!
Валери Туркай, Чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Енпе Тутарстанӑн
культурисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Остер хулин, Комсомольски районӗн, Ҫеҫпӗлпе Хырай Ӗнел ялӗсен хисеплӗ гражданинӗ т.ыт. те, т.ыт.те. 89278555480
Аптрман тавраш // 3006.58.8020
2020.03.20 23:31
Ах ку Валери тутарсен умӗнче чысӑмӑра упракан та, классик-графоман та, Чӑваш халӑх поэчӗ те, Чӑваш Енпе Тутарстанӑн
культурисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те, Остер хулин, Комсомольски районӗн, Ҫеҫпӗлпе Хырай Ӗнел ялӗсен хисеплӗ гражданинӗ те…. те, те... Ӑҫта ӗҫлесе кун пек ятсем илме пулать-ши?
Валери Туркай // 2629.00.1315
2020.03.21 12:25
Аптранӑ "аптраман таврашӗ" пеккине: Укҫашӑн мар, кукӑльшӑн мар, ХАЛӐХШӐН ӗҫлесен, Ырӑ Ятлӑ пулатӑнах!
Ан кӗвӗҫ, ан ӑмсан, тӑванӑм! Мана ку ятсене сӑмса пысӑк пулнӑшӑн паман!..
Валери Туркай. Простӑ Валери Туркай(телефона пӗлетӗр).

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем