Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Республика тулашӗнчи чӑваш ялӗсем. Каркел

Agabazar16.10.2017 18:381975 хут пӑхнӑ

Ҫак карччынкка ҫинче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Вешкайма районӗнчи Каркел ятлӑ чӑваш ялӗнче епле Акатуй ирттернине кӑтартнӑ.

Ку ял пирки хӑй вӑхӑтӗнче Иван Юркин, Мӗтри Юман тата ытисем те ҫырса хӑварнӑ.

Хальхи чӑвашсенчен вара ун пирки сахалӑшӗ ҫеҫ пӗлет.

Ку — Вешкайма районӗнчи хальхи вӑхӑтри пӗртен-пӗр чӑваш ялӗ. Урӑх ҫук.

Тӗрлӗ ялсенчи нацилӗхсен шайне палӑртакан пӗр сумлӑ, авторитетлӑ сайтра кунта пурнакансенчен 75% вырӑссем тенӗ. Мӗншӗн?

Чӑваш тӗпчевҫисем ак ҫакӑн пек кӗнеке кӑларнӑ: СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004. Анчах та вӑл кӗнекерен тӗнчере Каркел ятлӑ чӑваш ялӗ пурри ҫинчен пӗлейместӗн. Мӗншӗн?

Карччынкка ҫинче ак ҫапла курнать паян Каркел ялӗ.

Калас пулать, паянхи кун ялӑн хӑйӗн гербӗ те пур. Тӗрӗссипе, ялӑн мар ӗнтӗ, Каркел ял тӑрахӗн (ял тӑрӑхне вара вырӑс тата, тен, ирҫе ялӗсем те кӗреҫҫӗ). Гербӗ чат чӑвашла.

 

Вӑл герба ҫӑмӑллӑнх Интернетра тупса курма пулать.

Ҫапла ӑнлантарса ҫырнӑ:

Ладони поддерживают символическое "Древо Жизни" - основная фигура орнамента из герба Чувашской Республики. Это показывает село Каргино, которое является не только центром сельского поселения, но и как центр чувашской национальной культуры Вешкаймского района.

Древо символизирует дуб - могучее, долговечное и стойкое к природным ненастьям дерево, почитаемое не только чувашами.

 

<Куҫару: Ал тупанӗсем символла "Пурнӑҫ йывӑҫҫине"

тытса тӑраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Республикин гербӗн тӗп

фигури. Ку кӑтартать: Каркел ял тӑрӑхӗн ҫеҫ мар,

Вешкайма районӗнчи чӑваш культурин центрӗ пулнине те. Йывӑҫӗ юман, ӑна чӑвашсем ҫеҫ мар хисеп тӑваҫҫӗ.>

 

Комментари:

Арлан // 2147.84.3147
2018-01-20 01:10
Пит аван! Кашни кĕтесе шута илмелле. Ку ЧНК тивĕçĕ
Agabazar // 1790-3830
2018-01-20 10:55
Agabazar
Пит паллах мар кĕтессем пур. Сăмахран, Шигон районĕнчи (Самар облаçĕ) Сенькино пирки специалистсем те пĕлмеççĕ.

Унăн чăн чăвашла ячĕ те паллă мар. Никĕслекенсем, вырăсланман чăвашсем пулнă май, ниепле те "Сенькино" теме пултарайман.
Базиль Кириллов // 1328.99.7921
2018-01-20 16:02
Ҫак авторӑн хуҫкаланмасӑр ҫырма вӗренмелле мар-и? "Карччинкка" тенине курсанах хупса хурас килет? Виноградов, паллё: хӑйне валли тӑвать орфоргафии, ун кукӑр-макёр ҫул.семпе утакансем пӗтмен иккен... Ярса пар Вино Градова
Agabazar // 3700.61.9575
2018-01-21 10:29
Agabazar
Карччинкка мар, карччынкка.

Карччин мар, карччын.

Мĕншĕн тесен [и] сасă хыççăнхи хупă сасса çемçетме хистет. Чăннипе вара унта [н[ сасă çемçелмелле мар. Çавăнпа ы çырмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org