Эрнекун, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, __Хусанта__ Тутарстан чӑвашӗсен отчётпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ — икӗ ҫул хушшинчи ӗҫе тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ. Депутатсен йышӗнче районсенчи тата хуласенчи наци автономийӗн уйрӑмӗсенчен суйланӑ ҫынсем пулчӗҫ. Пухӑва Тутарстанӑн тӳри-шарисем те хутшӑннӑ, сӑмахран, ТР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ Римма Ратникова. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче суйланнӑ __ЧНК__ Президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑннӑччӗ.
Хусанти пухура иртнӗ ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ, малалла тумалли плансене палӑртрӗҫ. Тутарстанра наци политикин концепцине йышӑнни республикӑри халахсен культурине те чӗлхисене те упраса аталантарма пулӑшни пирки сӑмах каларӗҫ. Константин Яковлев хӑйӗн сӑмахӗнче 2014 ҫулта республикӑри тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш ачисем валли сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑх (лагерь) йӗркелеме планлани пирки каларӗ. Вӗренӳри улшӑнусене сӳтсе явма Анат Камӑри гимназире кашни ҫул вӗрентекенсен пухӑвне йӗркелеме те сӗнчӗҫ.
Суйлавра, виҫӗ кандидатурӑна пӑхса тухрӗҫ — хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Константин Яковлева, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне Константин Малышева тата Хусанти чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Александр Саиткина. Суйлав икӗ ҫул малараххи евӗрлех вӗҫленчӗ — Тутарстан чӑвашӗсен наци автономине ертсе пыма Константин Яковлевах шантарчӗҫ.
Пухӑва хутшӑннисем ҫак мероприяти ЧНК Аслӑ пухӑвӗнчен самай ҫӳллӗ шайра, самай тухӑҫлӑрах иртни пирки сӑмахларӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |