Темле пурнӑҫ пулса кайрӗ-ҫке — халӗ хӑш-пӗр хӗрарӑм тепӗр артан ирттерет. Ӗҫпе кӑна-и, тытӑҫас-ҫапӑҫассипе те. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетекен пӗр тӗслӗх.
__Улатӑрти__ Пирогов урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан 26-ри хӗрарӑм ирхи тӑватӑ сехетре кӗвӗ-ҫемӗ хыттӑн янӑратнӑ. Кӳршӗсем унпа пӗрле ҫӗр хута юрӑ тӗнчипе киленме килӗшмен паллах. Унтан та ытларах — йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Кӗҫех полицейскисем вырӑна персе ҫитнӗ. Кӗвӗ сассине пӗчӗклетме ыйтнине хӗрарӑм тивӗҫтерме килӗшмен. Ҫавна кура участокри уполномоченнӑй шала кӗрсе сасса хулленлетнӗ. Ҫакӑншӑн тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм полицейские темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хуллен кӑна мар — чӗрмелесе пӗтермеллех тата кӑвак кӑлармаллах. Йӗрке хуралҫин кӗпин тӳмисене татса салатнӑ, вӑчӑрине те татнӑ. Унтан алӑкран тӗксе кӑларса янӑ та алӑка питӗрсе лартнӑ. Йӗрке хуралҫин пушмакӗ те шалтах тӑрса юлнӑ. Ӑна тавӑрса пама ыйтсан хӗрарӑм хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе вӑрҫса пӗтернӗ. Пушмака вӑл тепӗр икӗ кунтан кӑна тавӑрса панӑ, чунтан ӳкӗннине палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫипе тытӑҫакан чӑрсӑр хӗрарӑма нумаях пулмасть суд пуҫиле статьяпах айӑплама йышӑннӑ, 25 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |