__Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн__ артисчӗсем __Шупашкар районӗнчи__ __Ҫӗньял Чурачӑкра__ ирттернӗ ял уявне хутшӑннӑ. Тепӗр тесен, уяв сӗмӗ кӗртме пулӑшнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Ял халӑхӗ умӗнче вӗсем «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле лартса панӑ.
Чӑваш драма театрӗн артисчӗсем Ҫӗньял Чурачӑкра пӗрремӗш хут мар иккен-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем унта «Савнӑ кин» тата «Юратсан юрлас килет» спектакльсемпе савӑнтарнӑ.
Хальхинче кӗтмен-туман ҫӗртен ҫумӑр ҫума тытӑнни те уяв сӗмне пӑсайман. Хамӑр енчен ҫакна та палӑртса хӑварар. Асӑннӑ театрӑн тӗп художникӗ Юрий Матросов асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ… Апла тӑк ял ҫыннисене вырӑна ҫитсе спектакльсемпе савӑнтарма май тупса панинче унӑн тӳпи те пурах-тӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |