Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнчи объектсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн строительство министрӗ Олег Марков шантарнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен, объектсен 84,5 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ. Тӗп ӗҫене ҫитес уйӑхӑн ҫурри тӗлне вӗҫлесшӗн, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вара ҫуртсем хатӗрри пирки паспорт илме палӑртаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тата кӑҫал республикӑри нумай хваттерлӗ 119 ҫурта тӗплӗ юсамалла. Михаил Игнатьев Строймина ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. __Ҫӗнӗ Шупашкар|Ҫӗнӗ Шупашкарсене__ вара ӳпкев сӑмахӗ те лекнӗ. Унти темиҫе ҫуртра ҫивитти шӑтнине пула шыв анать иккен. Вӗсене юсама подряд организацине вӑхӑтра палӑртманшӑн республика пуҫлӑхӗ хула влаҫӗсене хурланӑ. Шупашкар хула влаҫӗсене вара Николаев урамӗнчи ҫула хӑвӑртрах туса пӗтерме хушнӑ. Вӑл ҫул, ҫитменнине, ял хуҫалӑх пасарӗ патне транспорта кайма кирлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |