Чӗмпӗр ҫыравҫин — __Анатоли Ырьятӑн__ — черетлӗ кeнеки кун ҫути курчӗ. Ячӗ — «Пурнӑҫ утравӗсем». Суйласа илнисем. Поэзи пайне ҫак сӑвӑ ярӑмӗсем вырнаҫнӑ: «Телее аякра шырамаҫҫӗ», «Ӑраскал», «Пурнӑҫ утравӗсем», «Пурнӑҫ тулӑх — пурӑнма пӗлсен», «Ватлӑха эп читлӗхе хупатӑп», «Юрра хывнӑ сӑвӑсем», «Удел», «Халалсем». Проза жанрӗпе виҫӗ ҫӗнӗ повеҫ вырнаҫнӑ: «Тамӑкра тӗвӗленнӗ кӗтрет», «Таврӑннӑ юрату», «Юн шыв мар». Кӗнекере Чӑваш тата Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем — Алексаедр Богатов, Серте Мишши, __Валентина Тарават__, Николай Ларионов, __Николай Симунов__, __Роман Чепунов__, __Анатолий Юман__ — автор пултарулӑхне хак панӑ статьясем, халалсем кӗнӗ. Сӑнӳкерчӗксем нумай. Кӗнеке «Хамашкал эп» сӑвӑпа уҫӑлать.
Хамашкал ман туйӑм. Хамашкал ман кӑмӑл.
Хамашкал пулнӑран пурӑнма та ҫӑмӑл.
Телейлӗ ман ӗмӗр. Телейлӗ эп — пӗлӗр!
Пысӑк пуҫлӑ ҫын мар, ятран кӑна чӗнӗр.
Анне парнелерӗ мана ҫивӗч ӑсне.
Атте парнелерӗ мӑшӑр кӑвак куҫне.
Ял-йышпа тӑвансем вӑй-хал парнелерӗҫ,
«Тӑхӑрьял ятне эс ҫӗклеме пӗл!» — терӗҫ.
Хамашкал ман туйӑм. Хамашкал ман кӑмӑл.
Хамашкал пулнӑран пурӑнма та ҫӑмӑл.
Ҫӗнӗ вӑйпа кӗрӗп Ҫӗнӗ ӗмӗре,
Ҫӗкленсе таптӑрах ман кӑварлӑ чӗре!
Кӗнекене вулакансем патне Ҫӗнӗ Чӗмпӗрти Культура керменӗнче илсе ҫитерчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |