Паян, ҫурлан 20-мӗшӗнче __Элӗк районӗнчи__ __Тури Юлӑш__ ялта пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Филимонова Марфа Филимоновна хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк та савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламлама ват кинемей патне социаллӑ ыйтӑвӗпе ӗҫлекен пайӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑк политики, культура тата спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Николаев, Элӗк районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтелӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева, __Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӑн ҫумӗ Мария Романова, районти ветерансен канашлӑвӗн председателӗ Анатолий Тимофеев килсе ҫитнӗ. Эдуард Владимирович юбиляршӑна Раҫҫей Федрацийӗн президенчӗ Владимир Путин ярса панӑ персоналлӑ ҫырӑва алла тытарнӑ. «Шурӑмпуҫ» фольклор коллективӗ Марфа Филимоновна илемлӗ юрӑсем шӑрантарса саламларӗ.
Ватӑ кинемей ҫӗршыва уссӑлӑх кӳрес тесе хӑй ҫуралса ӳснӗ Элӗк районӗнчи __Утаркасси__ ялӗн колхозӗнче нумай ҫул хушши ӗҫлесе пурӑннӑ. Пенсине тухсан Марфа Филимоновна хӑйӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ патне Тури Юлӑш яла куҫса килнӗ. Паянхи кун юбиляршӑн виҫӗ мӑнукӗ ӳсет.
Пысӑк чӗрелле, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмалла. Ҫавӑнпа та эпир те Марфа Филимоновна нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |