Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Хальхи вӑхӑтра театрсенчи артистсем черетлӗ кануран тухаҫҫӗ. Ӗнер __Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн__ артисчӗсен труппи тӗл пулчӗ. Вӗсемпе курнӑҫма республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов та пырса ҫитрӗ.

«Театрӑн савӑнӑҫӗ те, инкекӗ те, хурлӑхӗ те пур. Сцена ҫине тухсан куракан куҫҫуль витӗр е кулса пӑхса ларнине куратӑн та ҫавӑнпа вӑй илсе ҫак ӗҫе ахальтен суйламаннине ӑнланса илетӗн», — ҫак шухӑша палӑртса хӑварчӗ тӗлпулӑва уҫнӑ май театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев.

Тӗлпулура иртнӗ сезона кӗскен аса илчӗҫ, кӑҫалхи пирки калаҫрӗҫ. Эпир куракана кӑсӑкланатаракан тӗп самантсене кӑна асӑнса хӑварар. Сӑмахран, ҫӗнӗ сезона епле спектакльпе уҫни пирки. 95-мӗш сезона, тӳррипе ӑна кӑна мар, юлашки пӗр вунӑ ҫул так ӗнтӗ, сезона театр «Ялта» спектакльпе уҫса хупать. Кӑҫал та ҫав йӑларан иртмӗҫ. Мӗншӗн апла туни пирки илемлӗх ертӳҫин хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ — ку спектакльте мӗнпур артист вылять.

«Пӗлтӗрхи сезона эп ӳпкелеместӗп — халь лайӑх пьесӑсем пур», — терӗ те Валерий Яковлев, кӑҫал та премьерӑсем пулӗҫ. Куҫарусем нумай тесе ӳпкелекенсене лӑплантарар. Хамӑр авторсен пьесисемпе лартнӑ спектакльсем сцена ҫине тухмалла,. Акӑ, театршӑн ҫӗнӗ ят — __Анатолий Хмыт__. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унӑн «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльне лартӗ. __Арсений Тарасов__ ятне вара чӑваш театрӗн кураканӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезонта унӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑна курма май килӗ. Куҫару тенӗрен, вӑл та пулӗ. Иван Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн» спектаклӗ сцена ҫине таврӑнать. Ӑна юпа уйӑхӗнче кӑтартӗҫ. Театрӑн портфелӗнче ытти произведени те пур. Сӑмахран, акӑ, «Пихампар чунӗ ман» мюзикл. Е тата вырӑс авторӗсене илсен, Сергей Найденовӑн «Дети Ванюшина» е тата Антон Чеховӑн «Чайка» пьесисем.

Юратнӑ артистсен пултарулӑх каҫӗсем те иртмелле. Чӳк уйӑхӗнче СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__ 90 ҫул тултарать, раштавра Раҫҫей халӑх артистки __Нина Григорьева__ 75 ҫулхине уявлӗ.

Театрӑн юбилей ҫулӗнче Мускаври Таганка актерӗсен юлташлӑхӗн сцени ҫинче спектакль лартассине пилӗк ҫул каялла театрӑн ун чухнехи директорӗ Вадим Ефимов, халӗ вӑл — республикӑн культура министрӗ, 5 ҫул каялла йӗркелесе янӑ. Ҫак йӑлана тытса кӑҫал та артистсем Мускава гатсроле кайма хатӗрленеҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне республикӑн Культура министерстви уйӑрса пулӑшнӑ. Ҫапла вара авӑн уйӑхӗн 20 тата 21-мӗшӗсенче Мускав сцени ҫинче чӑваш спектаклӗсене лартӗҫ. Малтанхи кун — «Укҫа чул кастарать» камите, тепӗр кунхине — «Хурлӑхлӑ хурама сасси» драмӑна.

Труппӑпа тӗлпулӑва хутшӑннӑ театрӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров та, культура министрӗ Вадим Ефимов та артистсене ӑнӑҫу сунчӗҫ. Тӗлпулура театра юсасси, шалу, кураканпа ӗҫлессине вӑйлатасси ҫинчен сӑмах хускалчӗ.

Ҫапах та куракан куҫ тӗлне чи малтанах режиссёр ӗҫӗ лекет те, труппӑпа тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн культура министрӗпе режиссерсене вӗрентме ярас ыйтӑва хускатма май килчӗ. Культура министерстви вӗсене пысӑк хуласене вӗрентме яма хирӗҫ мар-мӗн. Ярать те. Акӑ, асӑннӑ театрӑн артисткине Наталья Сергеева хӑй пӗлӗвне режиссер евӗр туптанӑ. Чи кирли — театрсен тата ӑсталӑха алла илес текенсен кӑмӑлӗ кирлӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрне илсен, паян, кӑнтӑрла иртни пӗррере, артистсем леш тӗнчене ӑсаннӑ ӗҫтешӗсем патне ҫӑва ҫине кайса килме палӑртнӑ. Ку та вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм...

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ