Пирӗн республика яланах сывлӑхлӑ пурнӑҫа пропагандӑланӑ. Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче __Шупашкар__ хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне те ку йӑла пӑрахӑҫланман. Шупашкар ҫыннисем, хула хӑнисем Хӗрлӗ тӳремре иртекен массӑллӑ ирхи зарядкӑна тухнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМ управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх унта пурӗ 28 пин ҫын хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ професси ӗҫченӗсем, студентсем, шӑпӑрлансем пӗрлӗхлӗ упражнени комплексне тунӑ. Массӑлӑ зарядкӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ __Леонид Черкесов__, министертсвӑпа ведомствӑ ертӳҫисем тата депутатсем те хутшӑннӑ.
Сехет хушши паллӑ спортсменсемпе тренерсем сцена ҫинчен стэп-аэробикӑпа физкультура упражненийӗсен элеменчӗсене кӑтартнӑ. Вӗсен шутӗнче совет союзӗн биотлонисчӗ, тӑватӑ хутчен олимп чемпионӗ, вунпӗр хутчен тӗнче чемпионӗ Александр Тихонов та пулнӑ. Унсӑр пуҫне зарядкӑна хутшӑнакансене пурне те хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗпе Виктор Логинов («Счастливы вместе» сериалта Гена Букин рольне выляканӗ) актер савӑнтарнӑ.
Массӑллӑ зарядкӑна ватти-вӗтти те хутшӑннӑ. Ҫапла вара ӗнер, __Шупашкар хула кунӗ|Хула кунӗнче__ республика ҫыннисем хӑйсен тӗслӗхӗпе спортпа туслӑ пур вӑхӑтра та пулма пултарассине ҫирӗплетсе панӑ.
Хӗрлӗ тӳремре иртекен массӑллӑ зарядкӑ тивӗҫлипе Гинесс рекорд кӗникине кӗме пултарать. Паянхи куна вара ҫак ӗҫпе вунӑ кун хушшинче кирлӗ хутсем пуҫтарма планланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |