Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑҫал пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче 10 918 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр ҫак хисеп 11 292-пе танлашнӑ. Ҫав шутран аслӑ пӗлӳ илес текенсем валли 3 375 бюджет вырӑнӗ пулнӑ. Аслӑ шкулсене кӗме пурӗ 25 пин ытла ача заявлени панӑ. Апла пулсан ҫакӑ пӗр вырӑна 4 ача лекнине пӗлтерет.

__Чӑваш патшалӑх университетне__ тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес текенсем пӗр вырӑн пуҫне 7 ача тивнӗ, Ял хуҫалӑх академине — 6,6-ӑн, Чӑваш патшалӑх педагогика университетне — 5,6-ӑн. Абитуриентсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр йӗркелӗвӗ тата кадастр енӗпе, электроэнергетика тата электротехника, строительство, сиплев ӗҫӗ, стоматологи, клиника психологийӗ, экономика тата юриспруденци енӗпе ӗҫлекен специалист пуласшӑн.

Шкул пӗтернисене республикӑрах хӑварас тесе математикӑпа тата физикӑпа пысӑк балл (70-тен ытларах) пухнисене пӗлтӗртенпе Чӑваш Енре ятарлӑ стипенди пама тытӑнчӗҫ. Ӑна ҫулталӑк хушши тӳлесе тӑрӗҫ. Уйӑхсеренхи унӑн виҫи 2 пин тенкӗпе танлашать. Кӑҫал ун пек баллисем 80 ача Чӑваш Енри аслӑ шкулсене суйланӑ. 70 балтан илнисем вара пӗтӗмпе 408-ӑн пулнӑ.

Рабочи профессийӗ илес текенсем 2 741 ача тупӑннӑ. Ку вӑл техникумсем, професси училищисем тата колледжсем планпа илмелли хисепрен 83,8 проценчӗ пулать. Техникумсемпе колледжсене заявлени панисене илсен, пӗр бюджет вырӑнӗшӗн икӗ ача тупӑшать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем