Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ыран, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Григорий Моклаков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Вӑрӑмах мар ҫак материалта унӑн юррисен ячӗсене асӑнса каймӑпӑр. Вӗсене вӑл 1956 ҫултах кӗвӗлеме пуҫланӑ. Унччен вара, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, тӑван __Вӑрмар районӗнче__ окоп чавнӑ ҫӗрте бригадир та пулнӑ, пушар хуралӗн пуҫлӑхӗнче те тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрать. Анчах ҫапӑҫу хирӗнче нумай пулаймасть вӑл. Сӗм суккӑр пулса тӑван киле таврӑнать. «Интернатрах юлас-и?» — тесе ыйтса ҫырса янӑ иккен вӑл госпитальте выртнӑ чух. Анчах ӑна тӑван килте чунтан кӗтнине пӗлтернӗ. Савнӑ хӗрӗ те ҫавнах систернӗ. Сӑмах май, мӑшӑрӗпе вӗсем 10 ача ура ҫине тӑратнӑ.

Тӑван ялта, __Кавалта__, ӑна клуб заведующине лартаҫҫӗ. Пулӑшуҫӑ пулма саккӑрмӗш класра вӗренекен Вася Долгова шанаҫҫӗ. 1950 ҫулта Григорий васильевич Мускав облаҫӗнчи Загорск хулинче музыка шкул-интернатне вӗренсе пӗтерет, баянист пулса тӑрать. Тӑван ялта вӑл пысӑк хор йӗркелет. 1952 ҫулта ӑна районти культура ҫуртне халӑхпа ӗҫлекен инструктор пулма куҫараҫҫӗ. Тепӗр вунӑ ҫултан вӑл суккӑрсен __Канашри__ обществинче ӳнер ертӳҫинче тӑрӑшма тытӑнать. 1966–1991 ҫулсенче вӑл куҫсӑррисен обществин Шупашкарти вӗренӳпе производство предприятийӗн директорӗн ҫумӗнче тата культура ҫурчӗн заведующийӗнче тӑрӑшать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 21

1883
143
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
114
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
85
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
49
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
12
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын