Хӑш чухне, тӗслӗхрен пульница килсессӗн учрежденийӗн регистраци уйрӑмӗнче страховани полисӗ, страховани свидетельстви е паспорт ыйтаҫҫӗ. Хӑш чухне вара ҫак документсенчен пӗрне манни те пулать. Вара ҫакна пула ҫыннӑн мӗн палӑртнине тӑваймасӑрах каялла тавранма тивет. Ҫакӑн пек пулӑмсенчен вара малашне ятарлӑ Универсаллӑ электрон карти хӑтӑлтармалла имӗш.
Республика ҫыннисем ҫак карттӑна алла илме тытӑнни ҫинчен эпир маларах __/news/tags/УЭК/1|хыпарланӑччӗ__. Паянхи куна вара УЭКа илнӗ ҫынсен йышӗ икӗ пине яхӑн ҫитнӗ, 800 ҫын вара картта паракан меллӗхе туйса илме та ӗлкернӗ.
Республикӑра универсиаллӑ картӑна илес текенсем валли 8 пункт ӗҫлет. __Шупашкарта__ УЭК валли кирлӗ документсене медицинӑн информаципе аналитика центрӗнче, перекет банкӗн икӗ уйрӑмӗнче тата Мускав районӗн социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ. __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ карттӑ илес текенсен хулари социаллӑ сыхлавне тата «Совет союзӗн урамӗ, 7» адреспа вырнаҫнӑ Перекет банкне кайма тивӗ. __Канашпа__ __Улатӑр__ хулинче заявленисене социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.
УЭКа илес текенсем ыйтса ҫырнӑ хута ҫырнӑ чух ҫумра паспорт, страховани полисӗ, страховани свидетельстви пулмалла. Карттӑна 20 кун хушшинче туса параҫҫӗ.
Универсиаллӑ электрон картти пирки тӗпленрех ҫак телефонпа ыйтса плме пулать: 8 (8352) 32-01-00.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |