__Патӑрьел районӗнчи__ __Каншел__ тата __Упамса__ ялӗнче пурӑнакансем __Питравра__ ял кунне уявлассине йӑлана тахҫанах кӗртнӗ-мӗн. Кӑҫал та вӗсем уява пухӑннӑ. Ҫуралнӑ кӗтесе ун чух ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнисем килсе ҫитеҫҫӗ иккен.
Вӗсенче пурӑнакансене ял кунӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, __Турхан ял тӑрӑхӗ|Турхан__ тата __Первомайски ял тӑрӑхӗсен__ пуҫлӑхӗсем Александр Сымовпа Владимир Секретов. Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи Михаил Петров предприятире ӗҫлекен маттурсене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ тата преми парса хавхалантарнӑ. Ялти хастарсене те уявра палӑртса хӑварнӑ. __Упамсара__ та чыслав ирттернӗ.
Ял кунне уявланӑ вӑхӑтра спорт ӑмӑртӑвӗсем, конкурссем те йӗркеленӗ, каруҫҫелсем те ӗҫлеттернӗ. Тата епле уяв юрӑ-ташӑсӑр иртӗ-ха? Пурте пулнӑ уявра.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |