Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ.
Спорт уявне __Шупашкарти__ кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |