Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтелемелли куна уявланӑ май Республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ республика шкулӗсене ҫӗнӗ 22 шкул автобусӑн уҫҫисемпе чысларӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Элтеперӗ асӑннӑ уяв ячӗпе ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене ӑшшӑн саламларӗ. «Паянхи куна ача-пӑчасене тӗрӗс-тӗкел ӳстересме нумай ӗҫ тунӑ. Ҫапах та малашне те ӗҫлемеллӗх пур. Влаҫ органӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем пур вӑя пухса ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлипех пӑхса ҫитӗнтермелле», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев.
Уявӑн чыслӑ саманчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасене Шупашкар хулин паллӑ вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайрӗҫ.
Кӑҫалхи ҫул шкулсене пӗтӗмешле 44 ҫӗнӗ автобуспа тивӗҫтерӗҫ. Пӗтӗмпе вара республика паркӗнче паянхи кун 325 шкул автобусӗ шутланать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |