Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкар районӗнчи__ Апаш информаципе культура центрӗнче «Яланах театр» ятпа иртнӗ республикӑри фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен конкурсӗ кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ. Унта районсемпе хуласенчи 84 театр ушкӑнӗ, ҫав шутра 22-шӗ ача-пӑча коллективӗсем, хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурса йӗркеленӗ Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ театрсем уйрӑмах йышлӑ хутшӑннӑ районсемпе хуласене тишкернӗ те ҫапла пӗтӗмлетнӗ: районсенчен ҫӗрпӳсене (10 ушкӑн), вӑрнарсене (9), патӑрьелсене (6), куславккасене (5), элӗксене (4) тата __Канаш__ хулине (5) кӗртнӗ. Ҫын шучӗпе вара элӗксем, ҫӗрпӳсем, шупашкар енсем (сӑмах район пирки пырать), сӗнтӗрвӑррисем тата __Шупашкар__ хули пысӑк йышпа вылянӑ.

Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсене сумлӑран та сумлӑ тӳресем хакланӑ. Вӗсен йышӗнче СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__, чӑваш халӑх артисчӗсем __Анна Кутузова__ тата __Иван Иванов__, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ __Геннадий Кириллов__ тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.

Ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмлетӳллӗ пайӗ 4 сехете тӑсӑлнӑ. Унта хутшӑнма тивӗҫнӗ ушкӑнсем хӑйсен репертуарӗнчи чи ӑнӑҫлӑ спектакльсен сыпӑкӗсене кӑтартнӑ. Вӗсене 20 номинаципе хакланӑ. Тӗп парнене — Гран-прие — __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ культура аталану центрӗн театрӗ «Телевизор» тата «Кушак» миниатюрӑсемшӗн тивӗҫнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть