__Шупашкар__ хулинчи кӳлмек яланах хӑйӗн илемӗпе, лӑпкӑлӑхӗпе, чуна паракан канлӗхпе, уҫӑ сывлӑшпа хула ҫыннисене те аякран килнисене илӗртсе тӑрать. Самаях аслӑ Атӑл юханшывӗпе киллӗнесси сумра.
Хӗл кавирӗнчен кӗҫ-вӗҫ хӑтӑлса, ҫутӑ хӗвел хӗртнипе ӑшӑнма пуҫланӑ юханшывӑм ӗнер, акан 29-мӗшӗнче хӑйӗн яланхи «пӗчек тусӗсене» кӗтсе илчӗ. «Инженерная защита» (чӑв. ~~Инжинер хӳтлӗхӗ~~) АУО ӗҫченӗсем ӗнер ятарлӑ машинӑпа хулан кӳлмекне тӑватӑ акӑша килсе янӑ. Тура шӗкер, юханшывӑн ҫунатлӑ тусӗсене турттарса илсе килни чармавсемсӗр иртнӗ. Шурӑ акӑшсем __Атӑл__ шывне хаваспах чӑмса, ирӗклӗх сывлӑшне туйса илме васкарӗҫ. Паян акӑшсем патне тата темиҫе хур-кӑвакала янӑ. Ҫапла вара уйрӑм картишра хӗл каҫнӑ хур-кайӑксем Атӑл юханшыва татах та илем кӳрекенсем пулса тӑчӗҫ.
Хӗле вӗсем ӑҫта ирттернӗ тесе ыйтсан — сивве вӗсем уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче чӑтса ирттернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |