Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче __Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне__ йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитет.
1943 ҫулта ӑна Раҫҫейри театр пӗрлешӗвӗн чӑваш уйрӑмӗ евӗр йӗркеленӗ. Чи пӗрремӗш ертӳҫи вырӑнӗнче __Вырӑс драма театрӗн__ актёрӗ Б.И. Праудин пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӗҫе А.Н. Васильева, Л.Н. Родионов, Г.В. Мордкович, Б.С. Марков, В.И. Родионов, М.И. Денисов, Н.И. Григорьева, И.Г. Иванов, В.Н. Яковлев йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра, 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа, театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне __Медведев Геннадий Павлович__ ертсе пырать.
Паянхи кун театр ӗҫченӗсене пӗрлештерекен пӗрлӗхре 211 пайташ тата __Шупашкарта__ вырнаҫнӑ 7 организаци шутланать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |