Ку ӑмӑртӑва эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ, анчах, шел те, шкулсене ҫитерме май пулманран ӗҫсене сахал ярса пачӗҫ — конкурс пирки пирӗн сайтра паллашнисем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ ун чухне. Ҫавӑнпа та **«Асамлӑ хӗҫ»** комикссен ӑмӑртӑвне эпир малалла тӑсас терӗмӗр!
Ярса панӑ ӗҫсене __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/147470/_**кунта**__ вырнаҫтартӑмӑр. Эсир Ширяева Наташӑпа Сергеева Дашӑн (__Канаш__), Парфирьев Павел, Григорьева Ксения, Антонова Юлия, Смирнова Светлана, Иванова Дарья (пурте — __Шупашкартан__) ӑсталанӑ комикссемпе паллашма пултаратӑр. Енчен те эсир ярса панӑ ӗҫ вӗсен хушшинче ҫук пулсан — тепӗр хут ярса парӑр (мӗн пуррине пӗтӗмпех вырнаҫтарса).
Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Сюжет хӗҫпе тата историпе ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.
Ӗҫсене 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе __«Асамлӑ хӗҫ» комикс конкурсӗн йӗрке-шывӗ_**кунта**__ паллашма май пур.
Хатӗр комикссене сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла. Кӗтетпӗр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |