Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Сурхури__ — чӑвашсен авалхи уявӗ. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Уяв пӗр эрне хушши пынӑ, каярахпа Христос тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн __Кӑшарничченех__ тӑсӑлнӑ. Сурхури йӑли-йӗркисене кил-ҫуртра ӑнӑҫлӑх, хуҫисен ҫителӗклӗ пурнӑҫ, выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчевлӗ пулччӑр тесе ирттернӗ. Килес ҫулхи тыр-пул тухӑҫлӑхне те ҫав йӑласемпех ҫыхӑнтарнӑ.

__Комсомольски районӗнчи__ __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче тӗрлӗ классенче вӗренекен ачасем ӗлӗкхи йӑласене кӗнекепе ҫеҫ вӗреннипе ҫырлахасшӑн пулмарӗҫ. Шкулта тӑван ен культурине вӗрентекен Галина Алексеевна ертсе пынипе сурхури сӑввисене тӑрӑшсах пӑхмасӑр калама вӗренчӗҫ. Каҫ кӳлӗм калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра Хырхӗрри ӳнер ҫуртне пухӑнчӗҫ. Кунта Татьяна Ивановна Бормотина директор пулӑшнипе хӑйсем ҫине тӗрлӗ тумтир виҫе-виҫе пӑхрӗҫ, кӑмӑла кайнисене суйласа тӑхӑнчӗҫ те ял тӑрӑх кайрӗҫ. Аслӑ урамра килрен-киле шаккаса кӗчӗҫ, такмак-сӑвӑ каларӗҫ.

«Сак тулли ача-пӑча пултӑр!

Урай тулли путек пултӑр!

Кӗтӗвӗн пӗр вӗҫӗ шыв патӗнче пултӑр,

Тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр!» (Е.Енькка. Тӑван ен культури. 6-7кл.)

Ҫакӑн пек сӑмахсемпе ырӑ сунса хӑварчӗҫ ачасем кил хуҫисене. Урайне пӑрҫапа тырӑ пӗрчисем сапма та манмарӗҫ.

«Сурхури ҫитрӗ! Сурхури ҫитрӗ!», — тесе кӑшкӑрса хирӗҫ пулакансене те пӗрле пыма чӗнчӗҫ. Кашни килтех ачасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ, тутлӑ канхвет-премӗкпе сӑйларӗҫ. Ӗлӗкхи йӑласене манманшӑн хӗпӗртесе тав турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ йӑла унта хутшӑнакан ачасен кӑмӑлне питех те килчӗ. Тепӗр ҫул та сурхурине паллӑ тӑвас, тата та тӗплӗнрех хатӗрленес тесе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ачасем савӑк кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

**Сӑн ҫинче**: Сурхури уявне чи хастар хутшӑннӑ ачасем: Никонова София, Пожеданов Андрей, Исаев Яков, Исаева Анастасия, Ятманова Диана.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть