Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Европӑри ҫӑмӑл атлетикӑн Ассоциацийӗн Бухарестра иртнӗ ларӑвӗ 2014 тата 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ хуласене палӑртрӗ.

Европа ӑмӑртӑвне ирттерме кӑмӑл тунисен йышӗнче 9 хула пулнӑ. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, ӑмӑртӑва 2014 ҫулта ирттерме ҫӗнсе илнӗ. __Шупашкар__ та унран кая маррине кӑтартса панӑ. 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ пулчӗ.

Республика умӗнчи паянхи тӗллев — чемпионата хатӗрленесси. Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем пӗр саслӑн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивӗҫлине пӗлтернӗ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тӗп ҫитменлӗхрен пӗри — хулан Европӑпа тӳрремӗн ҫыхӑну ҫукки. Шупашкар аэропорчӗ ыттисенчен кая мар пулин те ҫак ыйтӑва татса пама ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа 2015 ҫулта Мускавпа __Хусана__ ҫӳрекен автобуссен хушма маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Тепӗр чӑрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаҫтарма хӑна ҫурчӗ сахалли. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх ӑмӑрту ирттернӗ чухне чылай ҫын пулӗ: ҫӑмӑл атлетсен йышӗнчех кашни ушкӑнра 25 хӗрарӑмпа 25 арҫын пулмалла, журналистсемех 500 яхӑн. Ку енӗпе халех ӗҫлеме тытӑннӑ: хулара ҫӗнӗ пысӑк ҫурт ҫӗкленет. Ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем ҫулла Шупашкарпа паллашма килсен стадионсене ырланӑ пулин те хула пуҫлӑхӗсем вӗсене хӑтлӑлатма шантараҫҫӗ.

Чемпионата хатӗрленсе хулара мӗнлерех спорт керменӗсем тумаллине палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ пуҫланнӑ теме те юрать: Афанасьев урамӗнче маунтинбайк центрне тума пикеннӗ, ҫитес вӑхӑтра физкультурӑпа спорт комплексӗн строительстви пуҫланмалла. Пӑр кермен те ҫитес ҫулта спорта юратакансене йышӑнӗ, «Атӑл» стадиона ҫӗнетӗҫ.

Чемпионатӑн хӑйӗн логотипӗпе талисманӗ те пулӗ, вӗсене конкурс ирттерсе ҫирӗплетӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та