Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Ярӑславри__ Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.

Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. __Васан__ шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле __Улатӑр__ таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, __Канаш__ хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен __Шӑмӑршӑри__ машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ.

Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем. Арҫын комбайнерсенчен чылайӑшне фронта ӑсатсан вырма тапхӑрӗнче Валентина Карсакова комбайн рулӗ умне ларать, __Анат Чаткас__ тата __Патирек__ хирӗсенче тырӑ вырать. Каярахпа тракторпа ӗҫлет.

— Эпир Ярӑславри Зоя Розовапа, __Карапай Шӑмӑршӑри__ Елизавета Денисовапа юнашар ӗҫлеттӗмӗр, — аса илет Валентина Федоровна. — Пире, хӗрсене, газогенераторлӑ тракторсемпе ӗҫлеме ҫав тери кансӗрччӗ. Ҫак техника хыҫне бункер вырнаҫтарнӑччӗ, унта шакмаксем пӑрахса ҫунтарнӑ. МТС краҫҫынпа ӗҫлекен «НАТИ» тракторсем килсен вара пирӗн ӗҫ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Хӗр трактористсем выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Апла пулин те чӑтӑмлӑн ҫӗр сухаланӑ, вӑрмантан йывӑҫ кӑларнӑ, ытти ӗҫсем тунӑ.

Тылра хӑйсем Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн ӗҫленине питӗ лайӑх ӑнланнӑ вӗсем. 1944 ҫулта Валентина Карсакова МТСра хӑй пекех трактористра ӗҫлекен эвакуаци йӗркипе килнӗ Николай Яковлевпа пӗр ҫемьене пӗрлешнӗ. Туслӑ ҫемьере умлӑ-хыҫлӑ тӑватӑ ача ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен те вӗсем колхозрах ӗҫленӗ. 50-мӗш ҫулсенче Казахстан ҫӗрӗсене сухалама, тырӑ акса ӳстерме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫерем ҫӗрӗсем ҫинче ӗҫлеме, паллах, трактористсемпе комбайнерсем, шоферсем питӗ нумай кирлӗ пулнӑ. Николай Яковлев та Казахстанра ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ. Ҫемье валли укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме ӗмӗтленсе вӑл ытти механизаторсемпе пӗрле унта тухса кайнӑ.

Анчах унта Николай пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ. Валя аппа ачисене пӗчченех ӳстерсе ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Питӗ шел, пӗр ывӑлӗпе пӗр хӗрӗ йывӑр чире пула пурнӑҫран ҫамрӑклах уйрӑлса кайнӑ. 1956 ҫултан пуҫласа Валя аппа районти тӗп больницӑра санитаркӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫре 1981 ҫулчченех вӑй хунӑ. Хӑйӗн тивӗҫне ҫулран-ҫул таса чунпа пурнӑҫласа пынӑ. Тылри ӗҫшӗн Валя аппана «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе наградӑланӑ. Районта тӗп больницӑри тӑрӑшулӑхшӑн «Ӗҫ ветеранӗ» медале тивӗҫнӗ.

Валя аппа хӗрӗн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Вӗсем йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. Юбилей кунӗнче __Васан ял тӑрӑхӗн__ администрацийӗн ӗҫченӗсем, культура работникӗсем ӗҫпе тыл ветеранне В. Яковлевана килне кайсах саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ, парне, чечексен ҫыххине пачӗҫ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю. Ильин Валентина Федоровнӑна Раҫҫей Президенчӗ В.Путин алӑ пуснӑ саламлӑ ҫырӑва парса хисеплерӗ. Хӑйне ҫакӑн пек чысланӑшӑн ветеран пурне те ӑшшӑн тав турӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ