Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ял ҫыннисемшӗн кашни магазин уҫӑлни хӑйне евӗр хаваслӑ уяв пулса тӑрать. Кафе хута кайни вара — тата та пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ мероприяти. Ҫак кунсенче __Комсомольски районӗнчи__ __Аслӑ Чурачӑк__ ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Встреча» кафен алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Райпо тытӑмӗн ҫӗнӗ обществӑлла апатлану точкине хута янӑ ҫӗре __Чӗчкен ял тӑрӑхӗнче__ пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене чи малтанах район пуҫлӑхӗ, райпо совечӗн председателӗ Евгений Карпеев саламларӗ. Ҫак кафе ҫывӑхра пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, районшӑн та питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ, строительсене ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ тунӑшӑн тав турӗ. Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Лукиянов кафе хӑнасене кӗтсе илме яланах хатӗрри питӗ меллӗ пулнине, вӑл ял ҫыннисен культура шайне ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗ, ҫуралнӑ кунсене, юбилейсене, туйсене тата ытти уява кунта ирттерме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех райпо председателӗн ҫумӗ Людмила Сорокина, райпо совечӗн членӗ Василий Николаев ҫак кафене тӑвас ӗҫре вӑй хунисене чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, ҫакӑн евӗр учреждени таврара урӑх ҫуккине ҫирӗплетрӗҫ.

Райпо ӗҫченӗсем ахальтен мар шӑпах ҫак ялта обществӑлла апатланӑвӑн пунктне тума шут тытнӑ. __Аслӑ Чурачӑк__ районти чи пысӑк ялсенчен пӗри шутланать, кунта 700 ытла ҫын пурӑнать. Эппин, кафе пушӑ лармасса, халӑха та, унта ӗҫлекенсене те усӑ кӳрессе шанма пулать. Ҫынсене аякка ҫӳремесӗрех хӑтлӑ пӳлӗмре тӗл пулса шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларма, пӗр-пӗр уява пуҫтарӑнса ирттерме май туса пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ паянхи ял хуларан нумай кая юлманнине ҫирӗплетет, ялтан писсе хуланалла талпӑнакансен шутне чакарасса шанас килет.

«Встреча» кафери тӗп залра 60 ҫын вырнаҫма пултарать. Унсӑр пуҫне 15 вырӑнлӑх банкет залӗ пур. Ҫавӑн пекех сулхӑнра чейпе сӑйланма кӑмӑллакансемшӗн ҫуллахи веранда ӗҫлет.

Ҫак кун савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисен райпо тытӑмне кӗрекен предприятисем туса кӑларакан тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхма май пулчӗ. «Встреча» кафере ирттернӗ тӗл пулусен шучӗ ӳстӗр. Унӑн алӑкӗсем апатланас, ларса канас текенсемшӗн яланах уҫӑ пулччӑр», — пӗтӗмлетрӗҫ уява пынисем.

Палӑртмалла: суту-илӳ, обществӑлла апатлану енӗпе ӗҫлекен усламҫӑсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать пулсан та, райпо тытӑмӗ вӗсенчен кая юлмасть. Магазинсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗнелсе сӑн-сӑпатне улӑштараҫҫӗ, ҫӗнӗ суту-илӳ, апатлану вырӑнӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Райпо ӗҫченӗсем малашне районти ытти ялсенче те ҫакӑн евӗр кафесем туса лартасса шанас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть