Авӑнӑн 25-27-мӗшӗсенче Мускавра Раҫҫейри Ҫӑнӑх тата кӗрпе авӑртакан предприятисен Х съезчӗ иртнӗ. Унта пысӑк предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Съездра «Раҫҫейри 2011 ҫулхи чи лайӑх арман» конкурс тата Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн VII смотрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Раҫҫейри Ҫӑнӑх тата кӗрпе авӑртакан предприятисен правленийӗ‚ Пӗтӗм тӗнчери промышленность академийӗ отраслӗн чи пысӑк наградисене «Чӑваштырӑпродукт» АУОн тӗп филиалне — «Шупашкар элеваторне» — панӑ. Ахаль сӑмахшӑн мар — элеватор ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртнӗшӗн‚ паха продукцин анлӑ ассортиментне туса кӑларнӑшӑн.
Филиал продукцийӗ Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ куравра ҫуллен ҫӗнтерни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫакна палӑртар: «Шупашкар элеваторӗ» хӑйӗн 25 ҫулхи юбилейне уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтсе илет — 2011 ҫул кӑтартӑвӗсемпе «Раҫҫейӗн чи лайӑх арманӗ» ята ҫирӗплетнӗ‚ смотр медалӗсемпе продукци пахалӑхне тепӗр хут ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне ӑна чи лайӑх чӗркемпе маркировкӑшӑн та диплом панӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн смотрӗсем 2002 ҫултанпа иртеҫҫӗ. «Шупашкар элеваторӗ» — __Атӑл__ тӑрӑхӗнчи тӗш тырӑ тирпейлекен продукцийӗ ҫавнашкал пысӑк хаклава тивӗҫнӗ пӗртен пӗр предприяти.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |