Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин тата Дагестан ӳнерӗн тава тивеҫлӗ ӗҫченӗн, __Шупашкар__ хулин Хисеплӗ гражданинӗн, нумай орден кавалерӗн, кӗскен каласан — Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлӗн __Филипп Миронович Лукин__ композиторӑн сумлӑ ячӗпе пархатарлӑ ӗҫӗсене яланах асра тытас, ҫамрӑк ӑрӑва ентешӗн ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса пурнӑҫ ҫул-йӗрне суйласа илме пулӑшас тӗллевпе Красноармейски район администрацийӗ 2013 ҫула Филип Лукин ҫулӗ тесе йышӑннӑ.

Йӗркелӳ комитечӗ Филипп Миронович ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе кӗтсе илме хатӗрленсе тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Кӗҫех Ф.Лукин ҫуралнӑ ялти музее тӗпрен юсама, унӑн ҫывӑхӗнчи лаптӑка тирпейлеме тытӑнӗҫ. Аякран килекен хӑнасем умӗнче намӑс курас мар тесе __Чатукасси ял тӑрӑхӗн__ администрацийӗ ялта пурӑнакансемпе темиҫе хут тӗл пулнӑ, хӑйсен ҫурчӗсене, пахчисене, хуралтӑсене тасатма калаҫса татӑлнӑ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та айккинче юлман, Филипп Лукинӑн музейне тӗрлӗ экспонат парнеленӗ.

Сумлӑ юхӑм малалла пырать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 01

1905
121
Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Музыкантов Василий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Вутлан Иван Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Матвеева Зоя Германовна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1945
81
Ковалюк Лидия Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1945
81
Кузнецов Геннадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын