Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫурлан 31-мӗшӗнче __Шупашкара__ Киров ҫыннисем килсе кайрӗҫ — ушкӑн пуҫӗнче Киров хула администрацийӗн ҫумӗ Алексей Лопаткин пулчӗ. Инҫех мар вырнаҫнӑ тӑрӑхри тӳре-шарасен тӗллевӗ — хуласен тулли юбилейӗсене хатӗрлӗннӗ май пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси.

__Шупашкар__ хулин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗннисем 7 ҫултан тӗп хуламӑрӑн 550 ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ пулсан, кировсем 650 ҫула 12 ҫултан уявламалла. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулине никӗсленӗ ҫул авалрах пулин те пирӗн тӳре-шарасем темскер ӑна улӑштарасшӑн мар пулас. Тӗслӗхрен, __Вӑта Сӑвар__ хулана асӑннине шута илсен эпир ним те мар тӗп хуламарӑн 755 ҫулне паллӑ тума пултарнӑ пулӑттӑмар. Шел те, патшалӑх ӗҫченӗсем ку енпе ытлашшиех тӑрӑшса ӗҫлемеҫҫӗ. Хаҫатсенче темиҫе статья тухнӑ хыҫҫӑн хула датине аваллатасси пирки урӑх ҫырма пӑрахрӗҫ.

Кировран килнӗ хӑнасене мӗн кӑсӑклантарма пултарнӑ-ха? Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи тата ҫӗнӗ микрорайонсенчи архитектура ӗҫӗсем вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл кун ҫил вӑйлӑ пулни те Кировран ҫитнӗ тӳре-шарасен кӑсӑкланӑвне чармарӗ. «Волжский-3» (чӑв. «Атӑлҫи-3») микрорайон, нумаях пулмасть унта уҫнӑ ача пахчи, Ӗмӗрхи ҫулӑм патӗнчен уҫӑлакан Шупашкар сӑнӗ — ҫак вырӑнсенче пулса курчӗҫ.

Экскурси ирттернӗ май Шупашкар хулин культура управленийӗн начальникӗ Алла Салаева Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ концепци пирки каласа кӑтартрӗ. Хӑнасем республикӑн тӗп хулин опычӗпе усӑ курма шантарса каларӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй