Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Утӑн 7-мӗшӗнче __Куславкка районӗнчи__ __Куснарти__ культура центрӗнче Ольга Ырсем актриса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем Ольга Ивановна вылянӑ спектакльсенчи пайсене вуласа пачӗҫ, ялта пуранакан Д. Молтушкин вара актриса унӑн асӗнче юлнӑ самантсем пирки каласа пачӗ.

Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ май Ольга Ивановна Ырсем ҫуралса ӳснӗ кил умӗнче ларакан асӑм чулӗ умне чечексем хучӗҫ.

__Ырсем Ольга Ивановна__ 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ҫак ялта ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ актриси ятсене тивӗҫнӗ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирентен уйрӑлса кайнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй