__Акатуй__ уявӗсем районсемпе ялсен шайӗнче кӑна мар, шкулсенче те иртеҫҫӗ. Нумай пулмасть, ав, Акатуй уявне __Пушкӑртстанри__ __Пелепей__ хулинче вырнаҫнӑ чӑваш гимназинче ирттерчӗҫ.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче иртрӗ Акатуй. Унта пӗрремӗш класра пӗлӳ пухакансенчен пуҫласа директор таранах хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑсемпе ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ, юрӑпа ташӑ пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пӗлӗве тӗрӗслеме те манмарӗҫ — экологипе историе епле пӗлнипе ӑмӑртрӗҫ.
Чи матуррисем, чи хастаррисем вара парнелле пулчӗҫ — вӗсене пылак ҫимӗҫ лекрӗ.
__Пелепей__ хулинчи чӑваш гимназире 2011-12 вӗренӳ ҫулӗ ҫапла вӗҫленчӗ. Чӑн та маттурсем!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |