Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ вӑхӑтлӑх. Кунта эпир хӑнара ҫеҫ. Кашни ҫын юлашкинчен ҫак ҫут тӗнчерен масар ҫулӗпе леш тӗнчене ӑсанать.

Пирӗн вара, ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ кашни ҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ – вилнӗ ҫынсене хисеплесе асӑнасси, вӗсене асра тытасси, масар ҫине кайса ун йӗри-тавралӑхне тирпейлесе тӑрасси, масар синчи хӗрессене, палӑксене упрасси, ҫӗнетесси, вӗсен вил тӑприйӗсене тирпейлесе тӑрасси. Нумай ялсенче масар патне пыракан ҫула асфальт е хыт чул сарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах нумай ялсенче ҫак ҫул питӗ япӑх. Унчченхи вӑхӑтра колхозсен вӑйӗпе сарнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра ҫак ҫула тирпейлеме ытларах ял халӑхӗ хӑй тӑрӑшать.

__Патӑрьел районӗнчи__ __Вӑтаел__ ялӗн аслӑ урамне совет саманинче асфальт сарса юлайнӑ пулсан масар патне каякан ҫул питӗ япӑхччӗ.

Кашни ҫулах ҫимӗкре ял халӑхӗпе пӗрлех ютра пурӑнакан Вӑтаел ҫыннисем масар ҫине вилнӗ тӑванӗсене асӑнма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫав кун чылай чухне ҫумӑр ҫунипе масар патне машинӑсемпе пыма ҫав тери йыварччӗ. Ку нумайӑшне пӑшӑрхантаратчӗ. Ҫавӑнпа ютра пурӑнакан Вӑтаелсем пуҫарнипе кӑҫал ҫак ҫула тирпейлеме шутларӗҫ. Паллах, укҫа-тенкӗпе ял канашӗ те, патшалӑх та пулӑшма пултарайманнине шута илсе, ял ҫыннисем хӑйсен шутӗнчен ӗҫе пурнӑҫлама шут тытрӗҫ. Ялта пурӑнакан Козлов Василий Владимировичпа Софронов Валерий Семенович ку ӗҫе пурнӑҫлама хӑйсем ҫине илчӗҫ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех вӗсем 500 метра яхан тӑсӑлакан ҫула хыт чулпа сартарчӗҫ. Ялта пурӑнакансен вӑйӗпе ҫеҫ ку ӗҫе вӗҫне ҫитерме май ҫук. Ҫавӑнпа та ютра пурӑнакан Вӑтаелсем те питӗ активлӑ хутшӑнчӗҫ. Вӗсене валли ятарлӑ счет уҫса пачӗҫ. Чи малтанах ҫак ӗҫре __Шупашкарта__ ӗҫлесе пурӑнакан Яковлев Геннадий Минович врач-травматологӑн тӳпи пысӑк пулни ҫинчен асӑнса хӑвармалла. Унсӑр пуҫне Плечова А.Н., Щербаков В.П., Плечов В.Н., Яковлева О.Ф. тата ытти нумай ентешсен тӳпи пысӑк пулнине палӑртмалла. Хӑш-пӗр ҫемьесем ашшӗ-амӑшӗ ҫеҫ мар, пур ачи те ҫак ӗҫре пуҫарулӑх кӑтартрӗҫ. (Шайкина М.К., Соснова Р.Г., Шайкина В.Г., Захарова А.И., Чувайкин А.М. ачисем). Ҫавӑн пекех тата ял лавккинче ӗҫлекен Щербакова Надьӑпа Виноградова Альӑна тав сӑмахӗ каласшӑн. Вӗсем пулӑшнипе ҫак ҫула тирпейлеме укҫа пухса ҫитерме пултарчӗҫ.

Ҫак ӗҫе хутшӑннӑ (ӗҫпе, укҫа-тенкӗпе, ырӑ сӑмахпа) пур ҫынна та Вӑтаел масарӗнче канлӗх тупнӑ тете-аппасем, асатте-асаннесем, кукамай-кукаҫисем, атте-аннесем пулӑшса пыччӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та