Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Йĕпреç районĕнчи|Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкери__ вӑтам шкулта час-часах тӗрлӗ спорт вӑййи-ӑмӑртӑвӗсем ирттереҫҫӗ. Паян та, пушӑн 10-мӗшӗнче, уроксем хыҫҫӑн 5-11 класра вӗренекенсем шкул ҫумӗнчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухрӗҫ. Кунта биатлон ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Кӑҫал кун пек ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртнӗрен шкул ачисемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те ку эстафета питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.

Эстафета 3 ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра — 5-6 классем. Вӗсем хушшинче улттӑмӗшсем 1-мӗш вырӑна тухрӗҫ, пиллӗкмӗшсем — 2-мӗш вырӑна. Иккӗмӗш ушкӑнра — 7-8 классем. Кунта 8а — 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ, 7 класс — 2-мӗш вырӑн¸ 8б — 3-мӗш вырӑн. Виҫҫӗмӗш ушкӑнра аслисем, 9-11 классем, пулчӗҫ. Аслисем хушшинчи кӗрешӳ ҫивӗчрех иртрӗ. Вунпӗрмӗшсем 1-мӗш вырӑна, вуннӑмӗшсем 2-мӗш вырӑна¸ тӑххӑрмӗшсем 3-мӗш вырӑна тухрӗҫ. Пӑшалтан тӗл перессипе 6 класра вӗренекен Настя Федоровӑпа Алеша Васильева ҫитекенни пулмарӗ.

Амӑрту питӗ хаваслӑ иртрӗ. Ҫанталӑкӗ те паян лӑпкӑ пулчӗ¸ ҫурхи ӑшӑ хӗвел пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерчӗ.

__Пучинке__ вӗрентекенӗсем ачасем ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳссе ҫитӗнччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Спортпа туслӑ яш-кӗрем пурнӑҫра та пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвасса шанса тӑраҫҫӗ вӗсем.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та