Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.2 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн саккӑрмӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне уявлать. Ҫак уява пирӗн ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ: тӗрлӗрен концертсем, конкурссем е ытти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫсем туса ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, __Комсомольски районĕнчи|Комсомольски районӗнчи__ __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче кӗҫӗн классенче ӑс пухакансем уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ. Унӑн программине Г.В. Храмова тата З.Н. Воробьева вӗрентекенсем, юрри-кӗввине Р.Т. Морозова вӗрентекен ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шӑпӑрлансем аннесем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр каларӗҫ, ҫав хушӑрах илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Ун хыҫҫӑн Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем — Т.И. Бормотинапа В.А.Горбунова сӑмах илчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене пысӑк мар спектакль лартма хатӗрленӗ. Юмахӗ «Ҫарӑк» ятлине пӗлтерсен чылайӑшӗ: «Ку юмаха эпӗ те пит лайӑх пӗлетӗп-ҫке», — тесе калаҫрӗҫ. Анчах та халапа курма пуҫласанах вӑл урӑхла шухӑшли паллӑ пулчӗ: «артистсем» хӑйсен ролӗсенчи сӑмахӗсене сӑвӑласа каларӗҫ, ҫарӑка акса ӳстерессине те ку вӑхӑтри агрономи мелӗсемпе ҫыхӑнтарчӗҫ, вӗҫӗнче те шӑши тем пекех пулӑшрӗ пулсан та ҫарӑк вырӑнтан та хускалмарӗ! Ҫамрӑк «актерсен» ҫипуҫӗсем те хӑйнеевӗрлӗхӗпе палӑрчӗҫ. Чӑн та, шӑпӑрлансем тӑрӑшни куҫкӗретех курӑнчӗ. Куракансем, вӗсен хушшинче ашшӗ-амӑшӗсем те, вӗрентекенсемпе шкул ачисем те, пултаруллӑ ачасене — Стас Романова, Майя Михеевана, Настя Каримкинана, Настя Кузнецована, Рома Воронкова, Яшапа Максим Исаевсене — алӑ ҫупса тав турӗҫ, малаше те ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 24

1892
134
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ.
1952
74
Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ.
1995
31
Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем