Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Пуянкасси__ ял-йышӗ, паллах, ытларах арҫынсем, калама ҫук савӑннӑ: иккӗмӗш ҫул Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче ялта пысӑк уяв иртет. Кӑҫал та унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Сергей Андронов пуҫарӑвӗпе йӗркеленсе кайнӑ мини-футбол енӗпе ӑмӑртура тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ командӑсем Кубокшӑн тытӑҫрӗҫ.

Турнирӑн пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫин — «Хамӑрьял» командӑн ҫамрӑкӗсем 2012 ҫулта та Кубока алран ямарӗҫ. Командӑн капитанӗ Альберто да Силва палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗнтерме темиҫе хут йывӑртарах пулнӑ, пур матчра та пӗтӗм ӑсталӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑнах та, ҫӗнтерӳҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ __Шăмăршăсене|Шӑмӑршӑсене__ пенальтипе тапса кӑна парӑнтарчӗҫ. Сӑмах май, Бразили каччи __Пуянкассинче__ виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ. Афганистанра вилнӗ Валерий Кузнецова асӑнса кашни ҫул ирттерекен турнирта та вӑл пӗлтӗр «Хамӑрьял» командӑшӑн выляса халӑха савӑнтарнӑччӗ.

Ытти матчсем те кӑҫал хӗрӳ иртрӗҫ. «Хамӑрьял» команда ветеранӗсем Шӑмӑршӑсене пенальтипе ҫеҫ выляса ячӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене те вӑйӑ тӑршшӗпе лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмарӗҫ. Ҫак командӑра ытларах Пуянкассинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан футболистсем выляҫҫӗ. Енчен те командӑн чи чаплӑ хӳтӗлевҫи Камерун ачи Ромео Нгеле (унӑн ӑсталӑхне те Пуянкассисем пӗлтӗр курса тӗлӗнчӗҫ) хальхинче те килнӗ пулсан, тен, «Хамӑрьял» командӑн ветеранӗсем турнир таблицинче чылай ҫӳлӗрех пулатчӗҫ.

Пуянкасси ветеранӗсен «Астӑвӑм» команди те ял-йыша илемлӗ вӑйӑпа тӗлӗнтерчӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче футбол енӗпе Чӑваш Республикин Кубокне тивӗҫнӗ вылякансем халӗ те ӑнӑҫлӑ вӑйӑ кӑтартма пултарнине ҫирӗплетрӗҫ. Турнирӑн кӑткӑс регламентне пула ҫеҫ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ __Пуянкассипе__ __Виçпӳрт|Виҫпӳрт__ ялӗсен ҫамрӑкӗсен «Шурӑмпуҫ» команди вара, шел пулин те, чаплӑ вӑйӑпа савӑнтараймарӗ. Пӗлтӗр иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ команда ытти турнирсенче ҫитӗнӳсем тӑвасса шанас килет.

Ӑмӑртура, чи лайӑх командӑсемсӗр пуҫне, чи лайӑх вылякансене те палӑртрӗҫ. Чи лайӑх хапхаҫӑ — пур вӑйӑра та пӗр гол та кӗрттермен Антон Ягудин («Хамӑрьял» ҫамрӑкӗсем), чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ — Станислав Егоров («Хамӑрьял» ветеранӗсем), чи лайӑх ҫурмахӳтӗлевҫӗ — Александр Андреев («Хамӑрял» ветеранӗсем), чи лайӑх тапӑнакан ятне Дмитрий Смирнов («Пучах», __Шăмăршă|Шӑмӑршӑ__) тивӗҫрӗ.

Ҫӗнтерекенсем ӑмӑртӑва йӗркелекенсенчен сумлӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. __Пуянкасси__ ҫыннисем Сергей Андронов, Александр Тимофеев, Юрий тата Владимир Ефимовсем турнира ирттерме нумай вӑй хучӗҫ. Паллах, Сергей Андроновӑн ялти тусӗсем пулӑшман пулсан ӑмӑртӑва ирттерме нимӗнле те май ҫукччӗ. Вӗсене те пысӑк тав.

Кӑҫалтан вара Пуянкассисен шухӑшӗсем чӑннипех те ҫирӗпленчӗҫ: кашни ҫул Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне футболла выляса паллӑ тумалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем