Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Комсомольскинчи__ пӗрремӗш вӑтам шкулта тӗрлӗ предмет эрнисене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӗсене вӗрентекенсем кашни ҫулах шкул планӗпе килӗшӳллӗ йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Анчахрах химипе биологи предмечӗсемпе хатӗрленӗ икэрнелӗх пулса иртнӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗнче вара истори, обществознани, право тата экономика урокӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пикенчӗҫ. Асӑнса хӑвармалла: 2012 ҫул — Раҫҫей исторйӗ ҫулӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем кашни класрах Тӑван ҫӗршыв историне халалланӑ уроксем ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли тӗрлӗрен тупӑшусемпе вӑйӑсем йӗркелерӗҫ. Сӑмахран, пиллӗкӗмӗшсем хушшинче «Асамлӑ уй» («Поле чудес») вӑйӑра ачасен авалхи историпе ҫыхӑннӑ сӑмахсене пӗлмелле пулчӗ. Кунта 5а класра вӗренекен Диана Тимаева тата 5б класра вӗренекен Николай Миронов ҫӗнтерме пултарчӗҫ. Чӑн та, кӑҫал ҫеҫ истори предметне вӗренме тытӑннӑ пулсан та, аван пӗлӳ пуҫтарма пултарнӑ шӑпӑрлансем. Улттӑмӗшсем вара «Эрудит» вӑйӑра вӑй виҫрӗҫ. Вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Надия Абинова (6а) тата Юлиана Сыраева (6б) тивӗҫрӗҫ. Вӗсем мала тухнинчен те тӗлӗнмелли ҫук: уроксенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, класри тата шкулти ытти ӗҫсене та хутшӑнма ӳркенсе тӑмаҫҫӗ. Ҫиччӗмӗш классенче ӑс пухакансем «Экономическое лото» ирттерчӗҫ, кунта чи пултаруллисем Эльмира Айнетдиновапа (7а) Любовь Галкина (7б). Вӗсенчен аслӑраххисем, саккӑрмӗшсем, хӑйсен пӗлӗвӗсене «Мӗн? Ǎҫта? Хӑҫан?» вӑйра тӗрӗслерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Максим Митюков (8а), Светлана Петрова (8б) тата Ирина Тимофеева (8в) алран вӗҫертмерӗҫ. Тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем хушшинче ӑс-хакӑл пуянлӑхне Татьяна Козловапа (9а) Карина Долгова (9б) яр-уҫҫӑн палӑртрӗҫ. «Умник» тата «умница» хисеплӗ ятсене 10а класра ӑс пухакан Дмитрий Игонин, Александра Семенова, Юлия Самаркина тата Александр Матвеев тивӗҫрӗҫ.

Шкулта вӗренекен кашни ача ҫак предметсемпе ӳкерчӗксен, тӗрлӗрен пуҫватмӑшсен, хӑтлавсен, рефератсемпе докладсен, тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗсенче хутшӑнма пултарчӗ. Вӗсене пурне те пӑхса тухма аванах вӑй хума тиврӗ вӗрентекенсен. Пӗтӗмлетӳсене тума та ҫӑмӑлах пулмарӗ: ачасем хатӗрлесе килнӗ ӗҫсенчен кашниех тенӗ пекех пахалӑхӗпе тата хӑйнеевӗрлӗхӗпе палӑрса тӑчӗ. Ӗҫсене хакланӑ хыҫҫӑн малти вырӑнсене йышӑннисене шкул дирекцийӗ Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Шкул вулавӑшӗнче чылай ҫул вӑй хуракан Раиса Николаевна Свистунова «Тӑван Ҫӗршыв, сана мухтатӑп» ятпа кӗнеке куравне йӗркелерӗ. Ҫак икэрнелӗхе хутшӑнса шкул ачисем хӑйсен пӗлӗвӗсемпе тавракурӑмне анлӑлатрӗҫ, ӑс-хакӑлне пуянлатрӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 17

1932
94
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
90
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
68
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
23
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть