Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Вырӑнӗсем пирӗн чӑнах та пуян: пурӑн, ӗҫле, мӑнаҫлан: ҫӗрӗ-шывӗ тулӑх», — тет __Çĕмĕрлĕ тăрăхри|Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхри__ __Макарин ял тăрăхĕн|Макарин ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Л. Егорова. Анчах та ял хуҫалӑхра ӗҫлес ҫынсем сахалансах пыраҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ: ҫӗр ӗҫӗ чӑнах та нушаллӑ, хулари пурӑнӑҫпа танлаштараймӑн. Кам яла юлни вара чӑнах та тӑрӑшать, тапаланать. Тӗслӗхрен, __Петропавловск__ ялӗнчи Толстовсен ҫемьи. Пилӗк ҫул каяллах Михаил Яковлевич, ҫемье пуҫлӑхӗ, Мускава ҫӳресе укҫа туса 30 пуҫ сысна туяннӑччӗ, тӑванӗсемпе канашланса килти хуҫалӑх йӗркелес шухӑш тытнӑччӗ. «Анчах та тырӑ хакӗ хӑпарса кайнине пула ҫак пуҫарӑва пӑрахма, выльӑхсене сутма тиврӗ», — куллянать хресчен. Анчах та пуҫа усса ларма юрамасть, ҫӗнӗ меслетсем тупас пулать. Патшалӑх ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене пулӑшнине пӗлсе Толстовсем выльӑх-чӗрлӗх хуҫалӑхне тепӗр хут йӗркелеме шутланӑ. 2010 ҫулта 150 пин тенкӗлӗх пулӑшу илсе 13 пуҫ ӑратлӑ ӗне туяннӑ, 40 гектар ҫӗр кивҫенле илнӗ. Ку ҫӗр ҫинче тырӑ тата утӑ акса илесшӗн. Сӗтне тата аш-какайне вырнаҫтармалли меслетсем те тупнӑ ӳркенмен ҫынсем. Михаил Яковлевичӑн мӑшӑрӗ Надежда Владимировна каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра туса илнӗ сӗт-ҫӑва тата аш-какая Ҫӗмӗрлӗ хулинчех вырнаҫтараҫӗ. «Туянакансене пӗрре те хурлантарман, ырӑ сӑмах кӑна илтетпӗр», — тет хӑй. — «Татах та нумай ӗҫлес килет, мӗн пултарнине тӑвас килет».

Ҫитес пилӗкҫуллӑхра тепӗр пилӗк-ултӑ пуҫ ӗне туянма ӗмӗтленеҫӗ Толстовсем, паллах ӗнтӗ, патшалӑх программипе килӗшӳллӗн: ҫӗр ӗҫӗнче пулӑшусӑр мӑнаҫланса ҫирӗпленме май ҫуккине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Надежда Владимировнӑпа Михаил Яковлевичӑн икӗ пулӑшакан маттур ача ҫитӗнет: Алешӑ тата Аня.

Ҫакӑн пек ҫынсем ҫине шанса пурӑнать те, ӗҫлет те ӗнтӗ мӑнтарӑн чӑваш ялӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 22

1873
153
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1922
104
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1975
51
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та