Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче __Васанти__ культура центрне ҫын нумай пухӑнчӗ. Пухӑнмалли сӑлтавӗ те пысӑк. Кунта паян савӑнӑҫлӑ ларӑва Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, афган тата чечен вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен ҫемьисене, ял халӑхне тата хаклӑ хӑнасене чӗннӗ.

Тав тата салам сӑмахӗсемпе уява ялти халӑх таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Николаевич Ларшников пуҫларӗ.

Вӑл малтан истори ыйтӑвӗ ҫине пӑрӑнса ҫӗршывӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Малалла, ҫак савӑнӑҫлӑ ларӑва ертсе пыракансем, Вика Мердеевӑпа Галина Полякова пысӑк туйӑмпа тата чуна хумхантаракан сӑмахсемпе хамӑр ентешсен паттӑр ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗсем калаҫнӑ вӑхӑтра ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӳкерчӗксем, сӑвӑсемпе юрӑсем янӑрарӗҫ.

88-ҫулхи ТҪАВ ветеранӗ, Сталинградри хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Федор Петрович Каргин пирӗн салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫав хаяр вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ пин-пин салтак пирки, вӗсем камшӑн тата мӗншӗн кӗрешни пирки манмалла марри ҫинчен чӗнсе каларӗ.

Афган вӑрҫин ветеранӗсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов афган ҫӗрӗ ҫинче «душмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнисене аса илчӗҫ. Тата афган-ветеранӗн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗн Сергей Архиповӑн амӑшӗ Людмила Ксенофонтовна чуна хумхантаракан сӑмахсем каларӗ. Ун хыҫҫӑн сӑмах __Кивĕ Шăмăршăри|Кивӗ Шӑмӑршӑри__ чечен вӑрҫин инваличӗ, Паттӑрлӑх орденӑн кавалерӗ Семенов Геннадий илчӗ. Вӑл боевиксемпе ҫапӑҫса аллине ҫухатнине каласа панӑ вӑхӑтра куҫҫӳльсӑр ларакан пулмарӗ. Ҫурла уйӑхӗн 2002 ҫулта ҫак вӑрҫара пирӗн ентеш Владислав Митрофанов ҫамрӑк офицер та вӑхӑтсӑр пуҫне хучӗ. Унӑн амӑшӗ каласа панине те пурте хумханса итлесе ларчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене Васан ял пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, __Шăмăршă районĕн|Шӑмӑршӑ районӗн__ социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, Патӑрьелпе Шӑмӑршӑри ҫар комиссариатчӗн начальникӗ Василий Фадеев капитан тата Андреевкӑри Александр Гордеев капитан пурне те ӑшӑ сӑмахсем каласа саламларӗҫ.

Паттӑрсен ячӗпе культура ӗҫченӗсем — Елена Исметова, Анджелла Егорова, Антонина Яргунова — кадет класӗ, Васан шкулӗнче вӗренекенсем сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, ташӑ ташласа пачӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем ветерансене хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ парнесем пачӗҫ.

Герман Николаевич ҫак уяв тӗлне музейра ятарлӑ пӳлӗмре стендсем хатӗрленӗ. Афган вӑрҫине хутшӑнакансем __Васан ял тăрăхĕпе|Васан ял тӑрӑхӗпе__ 26 ҫын (__Васантан__ — 13, __Ярăславран|Ярӑславран__ — 8, __Кивĕ Шăмăршăран|Кивӗ Шӑмӑршӑран__ — 5). Чечен вӑрҫине хутшанакансем — 16 ҫын. ТҪАВ ветеранӗсем виҫӗ ялӗпе тӑваттӑн ҫеҫ юлнӑ.

Ветерансене тата Ҫӗршыва хӳтӗлекенсене чыс та мухтав!

 

__http://gov.cap.ru/home/75/2012/02/240212/bob/index.htm|**Сӑнсем**__ (22)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем