Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.6 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑҫалхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗш кунӗччен __çăварни|ҫӑварни__ эрни тӑсӑлать. Сивӗ хӗл кунӗсем хӗвеллӗ те юмарт ҫурхи кунсемпе ылмашнине Раҫҫей ҫӗршывӗнче пурӑнакан халӑхсем авалтанах хаваслӑ паллӑ тунӑ. Хӗвел шӑратса пӑхнине паллӑ туса ҫаврака ҫуллӑ икерчӗ-капӑртма, хуплу-пӳремеч пӗҫернӗ. Ҫак уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмен, яш-кӗрӗм лашапа катаччи чупнӑ. Паллах, ҫӑварни йӑли-йӗркин мешехийӗнче вырӑс халӑхӗн хӑй евӗрлӗхӗ те, чӑвашсем ҫеҫ туса ирттернӗ уйрӑмлӑхсем те пур, анчах ҫакӑ пире паян уявра пӗр пекех савӑнма пӗртте кансӗрлемест.

__Чăваш патшалăх университечĕ|Чӑваш патшалӑх университечӗ__ ҫӑварни уявӗн техӗмне астивме кашни ҫулах конкурс-уяв ирттерет. Ҫак уяв тӗлне факультетсем ҫӑварни сӗтелӗ янтӑлаҫҫӗ. Мӗн тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ куҫа илӗртмест пулӗ тулӑх сӗтелсем ҫинчен, сӗтеклӗ кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ икерчӗ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать... Вӑйӑҫ купӑс тӑсса янӑ, ушкӑнсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ. Ку хутӗнче __чăваш филологийĕпе культура факультечĕн|чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн__ ӗҫченӗсем «Хуняма патне икерчӗ ҫиме...» ятлӑ номинацире ыр ят ҫӗнсе илчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 18

1893
133
Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1911
115
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1973
53
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ.
2020
6
Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ