Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӑшӑ пӳртре, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл ларса калаҫнине мӗн ҫиттӗр-ши? Телейлӗн, пӗрне-пӗри ӑнланса пурӑннине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесем __Чăваш Енре|Чӑваш Енре__ йышлӑрах пулсассӑн мӗнле паха пулӗччӗ, ҫапла мар-и, тӑванӑмӑрсем?

Ҫемье — этемлӗх тытӑмӗ, ҫынлӑх сӑпки, шанчӑклӑх тата тымарлӑх. Кашни ҫыншӑн ҫемье ҫавӑрни, ачан пӗремӗш утӑмӗ, халӑх ҫинче ӗретлӗ пулни мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулнине пурте ӑнланатпӑр. Пӗрле алла-аллӑн 50 ҫул пурӑнса ирттерекеннисем вара ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн телейлисемех ӗнтӗ. Ку пулӑма чӑваш яланах ӗлӗкренех халӑх ҫинче палӑртнӑ, халӗ те вӑл йӑлана пӑрахӑҫӑ кӑлармаҫҫӗ.

Акӑ кӑҫал та нарӑсӑн 17-мӗшӗнче __Çĕмĕрлĕ тăрăхинчи|Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхинчи__ __Тăванкас|Тӑванкас__ халӑхӗ икӗ ҫемьен «ылтӑн туйне» уявларӗ. Лидия Николаевнӑпа Александр Михайлович Горбуновсен тата Ольга Ивановнӑпа Михаил Иванович Губановсен кил-йышӗсем вӑл кун мӗн чухлӗ чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмах илтмерӗҫ пулӗ.

Ялти кану керменӗнче сӗтелсем кученеҫсемпе, хаклӑ парнесемпе йӑтӑнса анас евӗр сарӑлса ларчӗҫ. Ывӑлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, йышлӑ мӑнукӗсем, ял халӑхӗ: пурте ҫирӗп сывлӑх, канлӗ те шанчӑклӑ ватлӑх сунчӗҫ. «Ылтӑн ҫемьесем» ҫут тӗнчене ахаль килмен, пурнӑҫа пушӑ ирттермен: ӗмӗрӗпе ӗҫлесе ҫӗршывӑмӑра усӑ панӑ, ача-пача ҫуратса пӑхса ӳстернӗ, ӗретлӗхе вӗрентсе тӳрӗ ҫул ҫине тӑратнӑ, пил панӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 25

1906
120
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
67
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи