Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкарта__ регионсен пӗрлехи «Ҫӗрулми-2012» куравӗ вӗҫленнӗ. Кӑҫалхипе 4-мӗш хут йӗркеленӗ ӑна. Хӗл кунӗнче иртнӗ пулин те, унта халӑх питӗ йышлӑн хутшӑннӑ. Икӗ кун хушшинче куравра Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен тата ют ҫӗршывсенчен 9 пин ытла специалист пулса курнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫӗрулми туса илес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллашас, «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тата техника сутакансемпе ҫыхӑнусем йӗркелес тӗллевпе ҫитнӗ.

6 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 74 компани хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарнӑ: ҫӗрулми вӑрлӑхӗпе пӗрлех кунта ҫӗр сухаламалли, шӑвармалли хатӗрсем, им-ҫам, ӳсентӑрансене хӳтӗлемелли япаласем, теплицӑсем тата ытти те. Курма килекенсемшӗн интересли нумай пулнӑ. Уйрӑмах ҫынсем паха вӑрлӑхпа кӑсӑкланнӑ. Ӑна вара суйламалӑх та пулнӑ — Раҫҫейре, Голландире, Беларуҫре кӑларнӑ сортсем патӗнчен халӑх татӑлман. Кама мӗнли килӗшет ҫавӑн пеккине тупма пултарнӑ — пиҫсен ирӗлсе каяканни, хытӑраххи, хӑварт пулаканни, каярах кӑлармалли тата ытти те.

Курав вӑхӑтӗнчех ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫӗрулми туса илес ӗҫри лару-тӑрӑва тишкернӗ тата унӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. «Ҫавра сӗтелсенче» отрасльти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ: вӑрлӑх пахалӑхне ӳстересси, ҫӗрулми пахалӑхне тата тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшакан им-ҫам, ҫӗре кӑпӑшкалатмалли технологисемпе хатӗрсем кӑларасси, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» чир-чӗртен тата хурт-кӑпшанкӑсенчен сыхласси, пахча-ҫимӗҫе упрамалли хуралтӑсем тӑвасси. Курав программи питех те анлӑ пулнӑ. Килекенсене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ, алӑ ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Кунтах ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхма май туса панӑ. Курава пӗтӗмлетнӗ хаҫҫӑн унта хутшӑнакансене дипломсем парса чысланӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 11

2003
22
Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ