__Çĕмĕрлери|Ҫӗмӗрлери__ «Восход» керменӗ ҫирӗм ҫул ӗнтӗ ҫуркуннесерен ҫамрӑксен «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» юрӑпа ташӑ фестивальне пуҫтарать. Ҫак пулӑма курма мӗн пур хула ҫынни кӗтет ӗнтӗ. Керменте икӗ кун ларма-тӑма вырӑн ҫук теме те юрать. Куракансем калашле, фестивале пӗрре курсан манма питӗ йывӑр, вӑл яланлаха асра юлать.
Фестивале 600 яхӑн ҫамрӑк ача хутшӑнать, 3 ҫултан пуҫласа 18-чченех. Ҫак ӑмӑртура хутшӑнса ҫӗнтерӳҫе тухнисем халь __Чăваш Енре|Чӑваш Енре__ кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче те паллӑ. Ҫав ҫӗнтерӳҫӗсене мала кӑларма тӑрӑшнӑ, темӗн чухлӗ тар, сахал мар куҫҫуль тӑкнӑ вӗрентекенсене те асра тытас пулать — вӗсемсӗр ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне туллин кӑтартаймӗччӗҫ те пулӗ. Хавӑрах тӑнлӑр-ха: мала тухас тесен ташшине те вӑтӑр хут ҫӗнӗрен тумалла, юррине те ҫӗр хут юрламалла, кӗпи-тумне те ҫӗлемелле.
Ҫитес ҫуркунне «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» кӑҫал ХХ-мӗш хут уҫӑлӗ — унта пуне те пырса курма йыхравлатпӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |