__Чăваш Наци вулавăшĕ|Чӑваш Наци вулавӑшӗ__ ҫулсеренех ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнса __Канаш районĕнчи|Канаш районӗнчи__ __Çĕнĕ Шелттем|Ҫӗнӗ Шелттем__ ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке — 2010» ятпа курав йӗркеленӗ. Курава 2010–мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ чӑвашла тата вырӑсла хайлавсене тӑратнӑ.
Конкурс 7 номинаципе иртет:
• «Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке;
• «Проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке;
• «Чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки»;
• «Чи нумай вулакан вулавҫӑ»;
• «Кӗнекене вулаттарас енӗпе ирттерекен чи лайӑх мероприяти»;
• «Конкурс йӗркелесе ирттерес енӗпе чи лайӑх вулавӑш»;
• «Чи лайӑх реклама».
Калас пулать, ял ҫынни чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене тем пекех кӗтет. Ҫавна май 2010 ҫулта пичетленсе тухнӑ хайлавсен списокӗнчи __Леонид Агаковăн|Леонид Агаковӑн__ «Шанчӑк», __Ангелина Павловскаян__ «Саланнӑ кӗлте», __Нелли Петровскаян__ «Ҫил-тӑманлӑ каҫ», __Валентина Тараватăн|Валентина Тараватӑн__ «Кӗтмен венчет», __Николай Теветкелĕн|Николай Теветкелӗн__ «Пушӑ гильза», __Сергей Павловăн|Сергей Павловӑн__ «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях» хайлавӗсене вулавҫӑсем черет тӑрсах вулаҫҫӗ. Кураври кӗнекесемпе уйрӑмах ачасем кӑмӑллӑ.
__Лидия Саринен__ «Наян мулкач», Е. Светлаян «Яшлӑхпа ватлӑх», Л. Симоновӑн «Урама чӗнет хӗвел», __Марина Карягинăн|Марина Карягинӑн__ «Кӑтра хӗвел ҫаврӑнӑш», __Юхма Мишшин__ «Кашнине эп юрататӑп» кӗнекисем кӗҫеннисене илемӗпе, содержанийӗпе илӗртеҫҫӗ.
Вулавҫӑсен вулас туртӑмне татах та ӳстерес тӗллевпе вулавӑшра ҫитес кунсенче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке — 2010» курав умӗнче калаҫусем, тишкерӳсем, тӗлпулусем, кӗнеке уявӗ, аслӑ классенче вӗренекенсемпе __Валентина Тараватăн|Валентина Тараватӑн__ «Кӗтмен венчет» кӗнекипе вулав конференци ирттерме, информаци бюллетенӗ тата буклет кӑларма палӑртнӑ.
Вулавӑшра пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |